Шырав
Шырав ĕçĕ:
килӗшнӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Иван Петрович килӗшнӗпе пӗрех темелле.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Гервака ӑнӑҫусӑрлӑхӑн тискер эрлӗкӗ пусарса хучӗ, вӑл сассине ҫемҫетсе ӑна сӗнекен хаклӑ япаласемпе ҫырлахма килӗшнӗпе пӗрехчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра Моргиана чӗмсӗрлӗх мӗнпе вӗҫленессе кӗтсе ешчӗке тытрӗ те нимӗн сӑлтавсӑрах уҫрӗ, унтан майӗпен хупрӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Давенант ӗҫлевҫи, ҫулланнӑ Фирс, унпа тӳсӗмлӗн ҫывӑхланса пырать, Петрония хӑй Фирс арӑмӗ пулса тӑрас шухӑшпа килӗшнӗпе пӗрех ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ хирӗҫлемерӗм, мӗншӗн тесен унпа килӗшнӗпе пӗрех пултӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Страницăсем:
- 1