Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юрать-ха Праски кинеми, Ҫтаппан мучипе пӗрлешме хут ҫыртармасӑр килӗшменскер, ку сӑмахсене пулах хуҫӑлса ӳкмест, май килсен, хӑй те пӑкки шаннӑ, шӗлтӗркенӗ, мӑртӑхса ҫитнӗ тӳрккесе хирӗҫ чӗвен те тӑрать, тӑрӑс-тӑрӑсах ура та тапать, ик пӳрни хушшипе мулкачне те кӑтарткалать.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Красс, тыткӑнри ҫӗр патрицине Эвтибидӑпа улӑштарма килӗшменскер, халь вӗсене тыткӑна илнӗ пин те икҫӗр гладиаторпа улӑштарма сӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Аэлита, пурӑнакан мӗн пурри, — салӑпа, ӳт аскӑнлӑхӗпе тулсах ларнӑскер, — чӑннипех те пӗтмеллине лӑпкӑн пӑхса-тӗмсӗлсе сӑнани ҫеҫ, санӑн чӗмӳ, пулса-ҫӗкленсе ҫитнӗскер, пурнӑҫӑн мӗскӗн сӑнавлӑхӗнче урӑх пулма килӗшменскер, ӑнунтан-ӑсунтан тухса ирӗкленни кӑна — пӗтет те…
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫак паллӑ мар красноармеец, госпитальти пуҫлӑхсене хӑйӗн хушамачӗпе ҫарти званине тата чаҫне каласа пама килӗшменскер, хӑй кам пулнине ҫак историе каласа паракансенчен никам та тӗрес пӗлмен.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Санӑн, Игнат, чуну парӑнманскер, тӗрӗс мар йӗркепе килӗшменскер, теҫҫӗ.У тебя, говорят, Игнат, душа непокорная, несогласная с неправдой.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вильсон, ӗлӗкрех большевиксемпе нимӗнле калаҫу пуҫласа яма та килӗшменскер, халӗ вырӑс ыйтӑвӗ пирки, большевиксене хутшӑнтарса, мирлӗ конференци пухас идея кӑларса тӑратрӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл чунтан тӑрӑшса, ҫепӗҫҫӗн чей ӗҫме ыйтнӑ пирки Лопухов, ку таранччен ӗҫме килӗшменскер, стакан илчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах майра-улпут темӗнле килӗшменскер пулчӗ — ҫӑва патне кайманскер!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1