Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килтен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахал тесе пирӗн килтен тухмасӑр лармалла-им?

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӑл Георгие килтен хуса кӑларса янине те пӗлмен, Георгий ҫыруне те илсе ӗлкӗреймен…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Василий Филиппович ывӑлне килтен хӑваласа ярсан тепӗр сехетренех Нина патне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Юлашкинчен чӑтаймарӑм — каллех килтен тухрӑм та, ниҫта кайма пӗлмен енне, Атӑл хӗрнелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Асатте (вӑл ҫав тери ӗҫченччӗ, анчах хытӑ та хаяр ҫынччӗ) пире — ытлашши ҫӑварсене — тӗп килтен уйӑрса кӑларса, чи кайри каса кӑптӑрти пӳрт лартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Тӗп килтен уйрӑлсан Кирикпе Улькка чиперех пурӑнма пуҫларӗҫ, тӗлӗнмелле хӳхӗм килҫурт ҫавӑрчӗҫ, пӳртне чултан лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗп килтен уйрӑлмалла пулнӑран ҫӗнӗ кил-ҫурт ҫавӑрма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Авӑ Караҫӑм утать: амӑшне пытарма килмен Караҫӑм, инкӗшне килтен хӑваланӑ Караҫӑм, тӑванӗсене маннӑ Караҫӑм…»

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович отпускран таврӑннӑ хыҫҫӑн виҫӗ-тӑватӑ уйӑх иртсен амӑшӗнчен хаваслӑ ҫыру илчӗ: кинӗпе аслӑ ывӑлӗ хулана куҫса кайнӑ ҫынсен кивӗ кил-ҫуртне туянса тӗп килтен уйрӑлса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сире калас-и пӗр сӑмах: ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Глафира сирӗнпе тӗл пуласран вӑтанса килтен хӑвӑрт тухса кайнӑ иккен, вӑт мӗнле.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫак юлташсем инҫе ҫула тухнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук, мӗншӗн тесен тепӗр чух вӗсене укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнинчен ытларах хальччен пулман вырӑнсене ҫитсе курас, унти йӑла-йӗркепе, ҫынсемпе паллашас текен шухӑш та килтен хӑвалать, пуйӑс ҫине лартать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ялӗ, ытти нумай-нумай тури чӑваш ялӗ пекех пысӑках марскер, ҫӗр килтен те сахалтарахскер, ун чухне Советски районне кӗнӗ, район центрӗ шутланакан Советски (Шӑмат) ялӗ Ҫухраран виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Кушакӗ вара ҫӗрле килтен тухса кайса хуҫисем патне таврӑннӑ.

Та ночью выбралась из дома и вернулась к хозяевам.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Виҫҫӗр ҫын: «Пире килтен илсе тухрӑн — илсе ҫитер патька-патша патне», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫавӑншӑнах арӑмне килтен хуса кӑларнӑ-и вара? — халиччен ним чӗнмесӗр ларакан Эмир те калаҫӑва хутшӑнмасӑр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Часрах арӑма килтен хуса кӑлар! — тет.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара тӳрех Укапие килтен хуса кӑларма хушрӗ, вара сипле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫур ҫул хушши вӗсем пӗр килтен тепӗр киле кӗрсе, ялтан-яла ҫӳресе, чиперех пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Урхапала арӑмӗ те кунта, тет: Пӑлхавсенчен тарса килчӗ килтен, тет; Вилӗппин вилӗп те хуҫа чунне ҫимӗп, тет.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн амӑшне Чӗкеҫ туйшӑн минкретет; Касаматри ашшӗне Пӗтнӗ, калле килмест, тет; Кӑҫалхи ҫул памасан Килтен тухса тарӑп, тет; Савни — ҫамрӑк утаман, Уйӑрласси пулмӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех