Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килне (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлле Чарльз Миннесотӑри ашшӗ килне таврӑннӑ та ултӑ уйӑх ытла вӗҫмен.

Зимой Чарльз вернулся в дом отца в Миннесоте и не летал больше шести месяцев.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Килти сыра пӗрре туянса, тутанса курнӑ ҫынсем татах та татах заказ параҫҫӗ, хӑшӗсем килне пырсах илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Анчах та каярахпа «хыпарсӑр ҫухалнӑ» ҫын пирки хыпар килнӗ: Сунтал Михали — Петӗр ашшӗ ӗнтӗ — хастар салтак пулнӑ, темиҫе медальпе ордена та тивӗҫнӗ, миллионшар салтак пекех, ҫуран танкӑшса та кӗрешсе тӑшмансене килне ҫитиех хӳтерсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Килне ҫитнӗ ҫӗре Павӑл лачкам тара ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.

Чуп, килне кӗрсе каласа тух.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Кӗр часрах килне, — Вовӑна ҫурӑмӗнчен тӗртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ахӑртнех, Вовӑн килне таврӑнма вӑхӑт ҫитнӗ пулас, ӑна шыраса Мами урама тухнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пӗлмест Вова: килне каймалла пулнӑ-и ун халь е ҫук?

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Е мӗн-и, ун вуттине килне илсе кайса каллех кама та пулин сутас терӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑш вырӑнта мӗнле йывӑҫа касса сыпӑланине, ыттисенчен кая тӑрса юлнине, килӗнче ӗҫлейми пулнӑ ашшӗ шӑнса ларнине, ыран ир килне ҫитнӗ-ҫитменех шкула каймаллине — пӗтӗмпех каласа пачӗ ача.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Атя, Вихтӗр, килне кай.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Килне таврӑннӑ чухне Вихтӗр хӑйсен ялнелле пӗр мучи хӑвӑрттӑн танкӑшса пынине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Килне ҫитсен хапхана уҫать кӑна асламӑшӗ, качакасем кӗпӗрленсе пырса тӑраҫҫӗ ун умне.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗпе Левен Микулкки пурнӑҫне танлаштарса пӑхать те Вихтӗр тӑван ялӗнчен пин-пин хут мӑнӑрах ҫӗршыва тарас шут ҫине алӑ сулса килне тухса утать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Атя килне ҫитерсе ярам», — текелет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пурӑна киле Вихтӗр те салтак ҫӗлӗк-карттусне тӑхӑнма тивӗҫлӗ пулчӗ, ун ҫутине тӑван килне илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл хӑй килне ытларах хапӑллать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эпӗ хальхи вӑхӑтра ҫич ют килне каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетей хӑвӑрт Чӑваш ҫӗрне ашшӗ килне кайма пуҫтарӑнчӗ, амӑшне пытарма ӗлкӗрсе ҫитӗп тесе шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗн тӑван килне те кӗрсе тӑмарӗ Узин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех