Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каять (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е шутсӑр хӗпӗртенипе ҫапла пӗрлӗхенленсе каять сан шӗпӗну, а?

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку вара, Стервиз, килсе кача пӳрнине те хускатман, тӳрех турттарса тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чалтӑртатса сирпӗнсе тухнӑ хӗлхем пек йӑлтӑртатса, ҫу кунӗ хӑвӑрт сӳнет, сисмелле мар час иртсе каять, вӑрмана, тӗрлӗ тӗслӗ кӑвар сапса, пушар тухасран пӗртте хӑрамасӑр, кӗр хуҫаланса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картуна ҫитсен, хунямӑшӗ машинӑна каялла ҫавӑрса тӑраттарать; хӑй, хӗрӗпе мӑнукне кабинӑран тухма пулӑшса, сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур тесе, кӗрӳшне машина хыҫне ертсе каять, лешӗ ун-кун тавҫӑрса иличчен шӗвӗрлесе тытнӑ чышкипе хӑлхаран швинь тутарать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник чунӗнче, арӑмӗ телеграмма панишӗн хӗпӗртенипе, темле хаваслӑх кӑтӑрса каять:

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлеме пӑрахсанах ҫӗр ҫинчи кашни япала хӑйне чӑрмантарма пуҫланӑ пек туйӑнса каять Левене.

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытла ырӑ мара туйса, куҫ умӗнче мӗн пурри тӗтреленсе те тӗтреленсе пынипе, Тамара упӑшки енне вӑйсӑррӑн тайӑлса каять

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, самай хӗрӗнкӗскер, Тамарӑпа Левен ҫумӗнчен тӑлтти-талтти пусса чиперех иртсе каять ӗнтӗ, анчах тем мурӗ, шарнир ҫинчи пек, вӑрт пӑртарать пуҫне вӗсем енне.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маруҫ сасартӑк шуралса каять.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗрр туса тапранса каять машина, йывӑҫ тӗмисене шӑчӑр-шачӑр тутарса, вӑрман ҫулӗпе куҫран хӑвӑрт ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Вӑт хӑнкӑла, вӑт юнӗҫен!» — тет те Левен уҫланкӑ еннелле татӑклӑн утса каять.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Юрать, — Левен урӑм-сурӑм тарӑхса каять.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ коридора тухнӑ-тухман тӗнчере эс пурри ҫинчен манса каять ҫав робот-этем.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Костюм тӑхӑнать, галстук ҫыхать, пирус туртма аван пӗлет, хырӑмӗ ҫатӑртатса выҫма пуҫласан, ресторана каять, уйӑхсерен зряплата илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Зирӗк леш енне те зю-зю… ҫулӑр эппин, — чӗлхи-ҫӑварӗ тин уҫӑлса каять Иван Ивановичӑн.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйӑрлӑ ҫул, кӳлӗ лекки тавра ҫаврӑнса, сӑрталла улӑхать, вара анаталла, капрон карнӑ евӗр сенкер тӗтреллӗ айлӑмалла авкаланса кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ниме пирки тапратнӑ сӑмах мухмӑр-сухмӑр айне пулса юлмасть, ирхине ҫӗнӗрен тапранса каять.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унсӑрӑн пире кунта, Ҫӗпӗр хӑяматӗнче, ытла кичем пулса каять хушшӑн-хушшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӑт, Терентий Григорьевич, сирӗн кӳршӗр пире, — тет старшина, — темле кӳлӗ патне илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эй, санпа, — аллисене харӑссӑн сулать Ултутти аппа, — хӑвна лапра вӗренпе туртса ҫакмалла тусан та шӑл йӗрсех тӑратӑн пуль эс, — сых ятне турра асӑнса, шӑмпӑл-шампӑл банкӑна, виҫӗ литр кӗрекенскерне, шалти пӳртелле илсе кӗрсе каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех