Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяймӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ниҫта та каяймӑн!

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗренӗн те вӗҫӗ пур та, суйса-чееленсе инҫе каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Инҫе ҫула выҫӑ хырӑмпа тухса каяймӑн

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арҫынсем кӳреннӗ, паллах, анчах та влаҫа хирӗҫ каяймӑн, килӗшмех тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Килти ӗҫсем те пур, вӗсене курӑк курма тесе пӑрахса тухса каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах унтан вӑл хӑй заявлени парса тухрӗ, юрӑ юрланипе нумаях малалла каяймӑн, ним тупӑшӗ те ҫук, терӗ арӑмне.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

«Паян каяймӑн тырӑ вырма, хиртех аптраса ӳкӗн тата», — тенӗччӗ вӑл, ир тӑрсан, арӑмне.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫавӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑнасси килнӗ Ярабаевӑн, Илья Семеновича фермӑра шута илмен ӗнесем вӑрттӑн тытма хушать, анчах лешӗ унӑн сӑмахне хӑлхана та чикмест: «Ултавпа инҫетех каяймӑн — ун вырӑнне пирӗн ӗнесен ӑратлӑхне лайӑхлатасчӗ, выльӑх апачӗ ытларах хатӗрлесчӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ватӑ ҫынсӑр ниҫта та каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӑл малалла ыткӑнни кӑлӑхах, тӑвӑр кӗпе арки утма чарать, вӗтӗ-вӗтӗ утӑмпа инҫех каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Совӗҫпе нумай малалла каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Аслӑ князь хушмасӑр Шигалее Хусана илсе каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта выҫӑ хырӑмпа тухса каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑшӑрханать Ваҫлей: «Мӗн тӑвӑн, Каяймӑн хӑвӑнтан иртсе».

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӗ хӑвӑн колхозӑнта тӗрлӗ вак-тӗвек ӗҫсемпе чакаланса ларнипе малалла каяймӑн, хутран-ситрен йӗри-тавраналла та ҫаврӑнса пӑхас пулать ҫынсем мӗнле ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗршыв ӑҫталла утать?

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унпа нумаях малалла каяймӑн, вӑл тулӑ мар…

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ҫапла, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемесӗр, тар кӑлармасӑр малалла каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Енчен те эсӗ ӑсталӑха вӗреннӗ чухне урӑх кирлӗ мар япала ҫинчен шутласан малаллах каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑртак тӑрсан лӑпланчӗ те: — Ҫемҫешке интеллигент эсӗ, Эльгеев. Кун пек психологипе аякках каяймӑн, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каяймӑн, — тенӗ те директор, урах калаҫман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех