Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каскаласа (тĕпĕ: каскала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Архип Григорьевич сӗтел ҫине ветчина каскаласа хучӗ, пӗр-ик татӑк ҫӑкӑр касрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Богданов буфет умне ертсе пычӗ те: — Икӗ стопка эрех тултар-ха! Ҫырткалама кӗрепенкӗ кӑлпасси тата пӗр булка каскаласа парӑр! — хушрӗ буфетчика.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр урампа ҫеҫ утса иртсен те ҫӗр тӗлте куратӑн Прохор Петрович алли каскаласа тунӑ чӗнтӗрсемпе тӗрӗсене.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑшчиккинче унӑн тепӗр самантрах хытӑ каскаласа кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫав алӑпа вӑл тӗнчере халиччен никам курман япала — йывӑҫран каскаласа пичетлемелли машинка тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каюровсем, иккӗшӗ те вӑйлӑскерсем, хӑйсен ҫӗрне кӗреҫепе хӑвӑрт каскаласа тухрӗҫ те Лавра та пулӑшса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурне те артист пулма пӳрмен, ӳнерҫӗ-художник пулма та, йывӑҫран каскаласа тӗрлӗ илемлӗ эрешсем тума та, хитре кӗпесем ҫӗлеме те пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Вӑл каллех урама тухрӗ, хырӑмӗ каскаласа выҫа пуҫланине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурма ишӗлчӗк хӳмеллӗ лупас айӗнче каскаласа тунӑ ҫӗнӗ япаласем курӑнаҫҫӗ.

Под прохудившейся крышей навеса Ухтиван увидел свежеоструганные дощечки, какие-то поделки.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йывӑмран каскаласа тӗрлӗ илемлӗ эрешсем тума та, хитре кӗпесем ҫӗлеме те пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Йывӑҫран каскаласа тӗрлӗ илемлӗ эрешсем тума та, хитре кӗпесем ҫӗлеме те пурте пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Айпӑлтапа каскаласа Ахтупай хӑвӑла икӗ ҫӗртен шӑтарса пӑхрӗ — нимле чӗр чун та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта учительсен пӳлӗмӗ патӗнче ҫӗҫӗсемпе каскаласа пӗтернӗ пӗр вӑрӑм та ансӑр тенкел ларать.

Там возле учительской стояла длинная, узкая, вся изрезанная перочинными ножами скамья.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӑрӑхла икӗ сак, лӑп-лап каскаласа тунӑ сӗтел, йывӑҫ кравать, икӗ хыҫсӑр пукан, ҫуркаланса пӗтнӗ кӑмака…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа паян Валетпа Телегина ҫамрӑк хура тутар, ҫӗҫӗпе тем каскаласа тӑраканскер, кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хула хыҫӗнченех хӑмӑр тӗслӗ ҫеҫен хирсем пуҫланаҫҫӗ; вӑл хирсене ҫуллахи шӑрӑхсенче типсе юлакан васансемпе тӑм ҫыранлӑ ишӗлчӗк ҫырмасем каскаласа выртаҫҫӗ.

За городом начинаются бурые степи, перерезанные пересыхающими речками и глинистыми оврагами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан пӗчӗк турпас татӑкӗ шыраса тупрӑм, ӑна каскаласа тура тӳрчӗ евӗрлӗ турӑм та Глюмдалькличран чи ҫинҫе йӗп илсе йывӑҫ татӑкне пӗр пек хушӑсем хӑварса шӑтӑксем турӑм.

Затем я раздобыл тоненькую щепочку, обстрогал ее в виде спинки гребешка и просверлил в ней, с помощью самой тонкой иголки, какую можно было достать у Глюмдальклич, ряд отверстий.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Теплерен, Коля Струтинский пире хӑй ача чухне ҫӗҫӗпе каскаласа йывӑҫ ҫинче эрешсем туса хӑтланни ҫинчен каласа панӑччӗ.

Как-то Коля Струтинский сказал нам, что в детстве он занимался резьбой ножом по дереву.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Курмастӑн-им, сана йӑлтах каскаласа пӗтернӗ.

Разве ты не видишь, что весь изрублен?

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Каҫхи сивӗ ҫил аран каскаласа тунӑ ҫуртӑн мӗн пур ҫурӑкӗсем витӗр вӗрет, урайне пӗр чарӑнмасӑр хӑйӑр тултарать.

Холодный вечерний бриз, о котором я уже говорил, дул во все щели грубо сколоченного здания, посыпая пол непрестанным дождем мелкого песка.

XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех