Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карти (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑштик-хӑштик сывлаҫҫӗ юлташӑмсем, хӑйсен пурнӑҫӗн юххине ҫавӑрнӑ ача-пӑча ӗҫне-хӗлне, шӗпӗр-шепӗр япаласене пӗрчӗлекелеҫҫӗ, вырӑнлӑ-юравлӑ йӑскӑлтатса, харсӑрланса-сатурланса тунӑ «пуҫсӑрлӑхӗсемпе» мухтанаҫҫӗ: пӗри, арҫурие ҫаврӑнса, пушшӑн янӑраса, юхӑнса ларакан ҫӑм арманӗн маховикне «ҫухӑрта-ҫухӑрта» ҫавӑрнӑ; тепри, хӑйӗн килти качака такинчен тӗслӗх илсе, анкартинчи хӑрӑк ҫатан карти урлӑ шӑчӑпа ялт! кӑна сиксе каҫнӑ; виҫҫӗмӗшӗ хӑрах алӑпа кӑна вастра ишсе пӗве сарлакӑшне ним мар парӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

— Тутлӑ эрех, — питне-куҫне хирӗнчӗк, «шӑнтнӑ» кулӑпа хупласа, пылак сӑмахсемпе пирӗн пуҫра эрешмен карти карма пикенет Тимӗр Кӗркури.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫӗрпе варӑнса пӗтнӗ вӗт чул купипе юнашар хӑйӑр тултарнӑ тӑваткал хӑма карти, вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча выляма туса лартнӑскер, ҫурт умне тытнӑ решетке карта, шитти карти пекех, мӑртӑхланса, юрӑхсӑра тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Татах ларкаларӗ вӑл, вара хӑй ҫырнинчен аяларах «Р8» паллӑ турӗ те ҫӑмӑлҫаххӑн хушса «эрешмен карти карса хучӗ»: «Бодрова качча тухсан, пӗрре хӗсетӗпех сана».

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эх, ку тумхах мӗне пӗлтернине тӗпчесе, юнавран сыхланса, пуҫне кӗлт ҫавӑрттарса илесчӗ те, ҫиччӗ-саккӑр виҫкелесе вырӑна алли-урипе те пулин тӗпчесчӗ — ҫук ҫав, ӗнтӗ вӑрман тӑрӑх ури айӗнчи хӑрӑк-марӑка кӑна мар, хӑрушлӑх, шик туйӑмӗсене те хатӑррӑн таптаса утса, халӗ те хӑй умне чару карти лартаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр куҫне асӑрхануллӑн тавралла ывӑтса илчӗ, унтан, пур-ҫук хӑюлӑхне карӑнтарса, самана, комсомол никӗсленӗ турра ӗненменлӗх карти урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, ют куҫран асӑрханса, кӗпи айӗнчен мӑйран ҫакнӑ пӗчӗк кӗмӗл хӗресне туртса кӑларчӗ, пӑталанӑ Христос барельефне тӗселекелесе ларчӗ, вара хӗресе виҫӗ хут чуп туса илчӗ те виҫӗ хут кӗл тунӑ пек каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу каҫа ӑшалакан хӗвелпе пиҫсе хурални, ӳт-тире йӗпе-сапа та витрелетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗрлени кӑна мар, чӗре карти татӑлмаллах выҫӑпа кавсӑлни те, кунсерен ыйхӑ татни те, ытти таппа-тан йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ кунта, анчах каллех вӗсене чӑтма ир тӑрсан та, каҫ выртсан та куҫ умӗнчех тӑракан Полина сӑнарӗ, унпа хӑйӗнпе кӗҫ-вӗҫ курнӑҫас шанӑҫ чун ҫирӗплӗхӗ те тӳсӗмлӗх парса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак Полина уҫӑ алӑкпа анкартине виркӗнсе тухрӗ те, самантлӑха чарӑнса тӑрса, ун-кун пӑхса илчӗ, Ула Тимӗр ӑна хыҫалтан хӑваланине курсан, ылтӑн пӗрчиллӗн ҫиҫкелесе, юр ҫинчи таптаса хытарнӑ хӗсӗк ҫулпа пахча карти ҫумӗнчи тӑпӑл-тӑпӑл кутамас утӑ капанӗ патнелле ҫиҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шыльӑк карти патне ҫитсе ӳксен, курчӗ: Полина аркисене кутӗк тытнӑ хура кӗрӗк тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен хуҫкаланкаласа, авӑнкаласа, аллисене кӗпе чӳхенӗ пек сулкаласа юрлакан туй арӑмӗсем, кӗвӗ ҫемипе шарттин-шарттин алӑ ҫупакансем, ӑмӑртса тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп ташша тӗвекен-сӗвекен, лапчӑна-лапчӑна илекен, сике-сике ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнекен нухрат тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ каччӑсем хушшипе кӗлет патнелле кусӑрка ҫил ачилле кусать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хӑ, — тутине эрешмен карти пек кулӑ ҫакса ячӗ Митюк, — камӑн пултӑр тата?

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Кил карти тавра хӳме пачах ҫук: йӗри-тавра чӑх-чӗп вӗҫсе каҫмалла мар ҫурт-йӗр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эх, вӗҫсе кайӑттӑм, ҫунат пулсан! — терӗ вӑл, хур кайӑк карти хыҫҫӑн тунсӑхлӑ куҫпа пӑхса.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ те ҫӳлелле пӑхрӑм та Хурӑнвар урлӑ хур кайӑк карти вӗҫсе иртнине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анкарти пысӑкӑш сцена ҫинчи пӗрлешӳллӗ хор, аякран пӑхсан, тӗрлӗ тӗслӗ чечек карти евӗр туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пирӗн юлашки объект — хирти ӗне карти.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем алӑран алла тытӑнчӗҫ те вӑйӑ карти еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксен карти тавра ҫаврӑннӑ чух ҫавраҫил пек вӗҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанхи хутӗнче вӗсем Палас хӗррине хуркайӑк карти пекех карталанса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла пулин те ал усса лармасть, кил карти тулли выльӑх-чӗрлӗх усрать, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерет, хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе те нумай тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Халь хул-ҫурӑм хытрӗ ӗнтӗ, алӑсем тем пек кӗҫӗтсе тӑрсан та юрамасть паян ҫын карти варрине тухма.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех