Шырав
Шырав ĕçĕ:
1990 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ — «Союз ТМ-10» космос карапӗ ҫинче Г. М. Манаков карап командирӗпе тата Г. М. Стрекалов бортинженерпа пӗрле ҫиччӗмӗш тӗп экспедици шутӗнче Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑннӑ.
Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0
1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ — «Союз ТМ-11» космос карапӗ ҫинче тӗнче уҫлӑхне тӗпчевҫӗ-космонавт пулса «Мир» орбита станцин саккӑрмӗш тӗп экспедицийӗ шутӗнче В. М. Афанасьев карап командирӗпе тата М. Х. Манаров бортинженерпа пӗрле вӗҫсе хӑпарнӑ.
Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0
Экскурсоводсем кадетсене унӑн историйӗпе, ҫар карапӗн уйрӑмлӑхӗсемпе тата карап ҫинче тытса пыракан йӑласемпе паллаштарчӗҫ.
Кадетсем – экскурсире // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b5/
— «Хумсем ҫинче чупакана», — хуравларӑм эпӗ, — сире ҫывӑх вӑхӑтрах памаҫҫӗ ахӑр, мӗншӗн тесен карап командине тата Синкрайта ыйтса тӗпчеҫҫӗ-тӗр; паллах, порт сучӗ Сениэльсен харпӑрлӑх ыйтӑвне палӑртиччен карапа портран кӑлармаҫҫех; ыйтӑва уҫӑмлатмашкӑн Браунпа тӗл пулса сӳтсе явмалла.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ тӗрлӗ карап ҫинче ишсе курнӑ, ҫавӑнпа та ҫак карапа, кирек мӗнле пулсан та, ахӑртнех, ӑна тунӑ чухне кофе е ҫӗр мамӑкӗ турттарма палӑртса хуманах, — ҫакӑ мана пӗртте иккӗлентермест.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унтан карап ҫинчен карап ҫине куҫа-куҫа кӑмӑлӑм ӑҫта туртать ҫавӑнта ҫӳрерӗм, каярахпа вара, куратӑр ӗнтӗ, Занзибарта тӗплентӗм — ура шӑмми сикнине пула.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кимӗре юлнӑ Утлендер темшӗн карап патнелле ишет тесе шухӑшларӗҫ, — карап вара сӗм тӗттӗмлӗхре, мачтӑсен тӑррине ҫеҫ уйӑраятӑн, ӑна та аран-аран кӑна.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл моряксен ҫуллахи уявӗччен килсе ҫитрӗ; ҫав уява ҫӗртмен 9-мӗшӗнче «Минерва» карапа асӑнса иртереҫҫӗ, — шӑпах ҫав кун, 1803 ҫулта, ку карап Гергонра рейда тӑнӑ-мӗн.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анни тепрехинче Ральф пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин самантпа кӑсӑклана-кӑсӑклана каять: ҫакӑн чух Филипп Ральф хӑюлӑхӗ, унӑн тӗлӗнмелле хӑтланӑшӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен, юмаха аса илтерекен пурнӑҫӗ пирки хавхаланса кала-кала кӑтартать: Ральф малтан чухӑнлӑхра пурӑнни, кайран вара ылтӑн хӑйӑрӗ тупни, карап туянни, карап хатӗр-матӗрӗпе тинӗс кӑпӑкӗнчен, вӑйӑ-кулӑпа суту-илӳрен, хӑрушлӑхпа тулнӑ япаласенчен тӗрлесе тӗртнӗ шавлӑ сӑмах-юмах чӗнтӗрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Карап тӗттӗмре вӑранчӗ, парӑссем ҫатлатаҫҫӗ; рейӑсен хушшинче ҫӑлтӑрсем сисӗнмеллех сахалланчӗҫ; брашпиль шатӑртата-шатӑртата ҫаврӑнать, кӗҫех хулӑн трос карапа кӑштах тайӑлтарса юшкӑнри яккӑра ҫӗклесе кӑларчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Карапсене унӑн инҫет ҫӗр-шывсенчи хӑрушӑ вырӑнсенче те тытса пыма тивет; унта вӑл ӑнсӑртран ҫеҫ леккелет-тӗр, анчах карап унӑн аллинче яланах тӗрӗс ҫулпа ишет, —тинӗс тӗпӗ Битт-Бой куҫӗ тӗлӗнчех тейӗн.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑл мӗн пуҫламӑшӗнченех ертсе пыракан карапа нихӑҫан та мур ермест, никам та тапӑнмасть, ытти хӑрушлӑх сиенлемест; ҫав карап бортӗнчен шыва никам та персе анмасть, унта никам та преступлени тумасть.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑрттӑн «Фелицатӑпа» пӗрле, баржӑсемпе ҫыран хӗрринчи пӗчӗк карапсемсӗр пуҫне, Лисра пилӗк карап тӑрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Анчах аркатушӑн айӑплисене темӗнле чее ӗҫсем те уҫса параймарӗҫ, ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен этем пурӑнман ҫак шывра урӑх карап ҫук, — чечекленекен ҫырансене аркатнӑ флот карапӗсем кӑна.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Вырӑнтан вырӑна вӗҫӗмсӗр кумать: карап хыҫӗнчен — ун умне, буфетран — ҫӳлти палуба ҫине; ҫыран хӗррине анчӗ, унта талккӑшпе ашкӑрса ӳсекен вӗтлӗхре кӑштах уҫӑлса ҫӳрерӗ, унтан йывӑр шухӑшпа тулсах ҫитнӗскер каллех карап ҫине улӑхрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Бильдер е, атӑ тасатуҫӑран пуҫласа ҫар карапӗсен ӗлккен командирӗсем таранах чӗннӗ пек, — Тинӗс Ҫӗтӗк-ҫурӑк пухавҫи, Зурбаганра тахҫанах тӗпленнӗ, гаваньри «Карап масарӗ» текен хӑйӑрлӑ, юхӑнчӑк ҫӗрте пурӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ҫак ҫыран хӗррине ку таранччен нихӑҫан та пысӑк карап килмен; карап тата — тахҫанах хур-мӑшкӑл ятне илтнӗ парӑслӑ; халӗ ҫак парӑс пулнин-пулассин, йӗркеллӗ ӑс-тӑнӑн мӗн пур саккунне хирӗҫлекен тасалӑхпа, уҫӑмлӑн та ӗнентерӳллӗн ялкӑшать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Теприсем кӑпӑклӑ хумсенчен хӑтӑлаймасӑр рифсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ; тамалакан хумхану карап корпусне хаяррӑн силлет; ҫынсӑр тӑрса юлнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ карап пӗтес умӗн чылайччен чӗтренсе тӑрать, кӗҫех ӑна тепӗр тӑвӑл чӗрпӗкӗн-чӗрпӗкӗн хуҫса-аркатса салатать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫур сехет иртсен, ку вӑхӑтра, хам шутланӑ тӑрӑх, карап ҫинчи матроссем апат ҫиме ларнӑ ӗнтӗ, эпӗ хам каютӑран вӑрттӑн тухрӑм та карап борчӗ ҫине ҫитрӗм, ҫак ехусем хушшинче юлас мар тесе тинӗсе сикме, вӗсенчен хӑтӑлма шутларӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.