Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капланса (тĕпĕ: каплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав трубкӑсен кашни тӗлти касӑмӗ урлӑ (ҫурта шывпа ӑшӑтакан трубасен касӑмӗ урлӑ, юханшыв касӑмӗ урлӑ) вӑхӑтӑн пӗр-пӗр единици хушшинче пӗр пек хисепех шӗвек иртсе каять; унсӑрӑн нумай вӑхӑт хушши юхса тӑнӑ чухне пӗр-пӗр вырӑнта шӗвек капланса тӑнӑ пулӗччӗ, тепӗр вырӑнта юхӑм татӑлнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Хӗле хирӗҫ пулин те, Давыд Егоровичӑн, Роза Степановнӑн, Николай Игнатьевӑн, ачасен чун-чӗрисенчи ӑшӑ туйӑм ҫав тӳпери шурӑ пӗлӗтсем пекех капланса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ҫакна туйса, Роза Степановна чӗри патне капланса килнӗ сӑмахсене каламасӑр чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Пырне тӑруках тем капланса ыраттарчӗ, ӑшчикӗ тӑвӑнчӗ, анчах Нина Николаевнӑн хыпӑнчӑк куҫӗсем йӗркисем тӑрӑх малаллах ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Сопка тӑррисем талккӑшпех капланса килекен пӗлӗт ӑшӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Туй пирки тавлашу пулмӗ… вӑй ҫитнӗ таран, — терӗ вӑл, сасартӑках капланса килнӗ куҫҫульне ҫӑтса.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Капланса килнӗ кӳренӳ куҫҫульне пытарса, вӑл вӑртах пӑрӑнчӗ, умра выртакан вӑрӑм патака ярса тытса, ахаль те ялкӑшсах ҫунакан кӑвайта темиҫе хутчен ҫиллессӗн пӑтратса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Юри мар, — хӑвалатӑп эпӗ хура пӗлӗт пек капланса килекен кӳренчӗк шухӑша.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Капланса килнӗ ҫилле чараймасӑр тантӑшӑм ҫине калама та ҫук тарӑхса пӑхса илтӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Авӑ мӗншӗн пӗр ҫыру та килмерӗ, — шухӑшларӑм эпӗ, капланса килнӗ куҫҫуле ҫӑта-ҫӑта. — Эпӗ вара… Эпӗ…»

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Диван ҫине выртса куҫа хупрӑм ҫеҫ, асаилӳсем хура пӗлӗт пек капланса килчӗҫ, вӑрҫӑ ҫулӗсен тӗксӗм мӗлкийӗсем шӑвӑна-шӑвӑна тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пырне сасартӑках тем капланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хура пӗлӗтсем капланса килчӗҫ те сасартӑк тӗттӗмленсе, ӗнтрӗкленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Каччӑ ҫулҫӑсемшӗн шутсӑр хӗпӗртенине сиссе-ши, кӗрхи ҫилсем, те ӑна тата ытларах савӑнтарас шутпа, кар килсе капланса тухаҫҫӗ те шӑпӑр-шӑпӑр тӑкма пуҫлаҫҫӗ тирек ҫулҫисене каччӑпа хӗр пуҫӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсен сассине илтсен пӗчӗк Вихтӗрӗн ялан чун хурланса каять, пыра тем капланса килет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Йывӑр шухӑшсем капланса килнӗрен куҫӗсем шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Каллех милиципе ҫых… — Тамара пырӗнче тем капланса ларать.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Икӗ ураллӑ чӗрчунсен хурри пулас килменнипе тарӑхса, вӑрманҫӑ хулҫурӑмне вӑй капланса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлеме пӑрахать кӑна, каллех шухӑш хыҫҫӑн шухӑш капланса килет.

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех