Шырав
Шырав ĕçĕ:
Э-э, чим, кантрине кӗскетер кӑшт, аттуш чӗркуҫҫи таранах вӑл сана, — аслашшӗ, пысӑк мӑнукӗ ҫакнӑ кунтӑка илсе, кантрине ҫӗнӗрен ҫыхса майлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Чӑрмантарас теменччӗ те, пӗр килнӗ-килнӗ, ларасах эппин, — килӗнче темле пысӑк ӗҫ юлнӑ пек, ӑна хистесех тытса чарнӑ пек калаҫкаласа, хулӑн тутӑрне салтса сак ҫине пӑрахрӗ Укань, кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, пушаннӑ чӗрҫитти кантрине туртарах ҫыхрӗ те, сивӗ ҫапса тӑракан пӑрланнӑ чӳречерен пӑрӑнса, сӗтел хушшинех кӗрсе ларчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йытӑ йӗре хӑвӑрт-хӑвӑрт шӑршла пуҫларӗ, кантрине туртса, тӑкӑрлӑкалла сикрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӳрнисемпе пӗр вӗҫӗмсӗр чӗрҫитти кантрине пӗтӗрет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Уканӗ, ним пулман пекех, ҫи-пуҫне, татӑлнӑ чӗрҫитти кантрине юсакаларӗ те хӑйӗн веялкине ҫавӑрма пикенчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Саппун кантрине пушӑ кӑна ҫыхнӑ хӑй.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ, хамӑн команда вратарӗ, футбол хапхине мечӗк вирхӗнсе кӗресрен пур-ҫук тим кантрине пантлатса татӑлса каяслах карӑнтарса, сисӗмлӗн хуралласа, сыхӑ тӑратӑп.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
«Тӑхта-ха, тӑхта, — сасартӑк асӑма таҫта пӗрре курнӑ ҫын тӗтреленсе килсе сӗкӗннипе ухӑ кантрине карӑнтарнӑ пек хытарса илтӗм эпӗ ӑс-тӑна, — паллатӑп вӗт-ха эпӗ ку ҫынна!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
«Чим-ха, Атӑл-ҫке ку! Атӑл! Вӗлтӗр-вӗлтӗр, вӗлтӗркке хумпа шатраланса, йӗрленсе тӑракан Атӑл! Ман тӑван Атӑл!» — сасартӑк тарӑн ыйхӑран вӑранса кайнӑн, ӑс-пуҫӑм кантрине, тим ҫиппине хивре карӑнтарса, кӑмӑл-туйӑмпа пал! ҫуттӑн ҫулӑмланса илтӗм эпӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ула Тимӗр, шурӑ кӗпе, хӑйне шӑпах хӑмӑр костюм, хӑмӑр путинкка тӑхӑннӑскер, хӑйне апла-капла йӗркене кӗрткелерӗ те, чун хавалне «ҫӑтӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ» именчӗкпе иккӗленӳ «кантрине» самант «татса ывӑтса», такам юри старт панӑ пек, хиврен малалла, Полина патнелле яртлатса утса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аллипе вӑл жилечӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ монокль кантрине тытнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Лешӗн ҫивӗч те паттӑрла пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулсан пӑрӑнчӗ, пештӗр кантрине вӗҫертсе, каялла чакрӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫемук манӑн алӑри ҫӑпата кантрине тытрӗ, иккӗн ҫӑпатана пирӗн тӗле туртса ҫитертӗмӗр.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ыйхӑ чӑптин ҫӑпати кантрине салтса ун ик урине пӗр ҫӗре ҫыхни унта е ун йӗм ҫӑрхине вӗҫертсе янисем.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑрмана ӗҫпе килнӗ ҫын пек, Шахрун ҫӗре пӗшкӗнет, салтӑнман ҫӑпата кантрине вӗҫертсе каялла хӗстерет.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван ҫавине лапаткаланӑ вӑхӑтра Савтепи ҫӑпата кантрине юсама пӗшкӗнет.Ухтиван остановился, чтобы ее оправить, Савдеби склонилась над развязавшейся веревкой лаптя.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эрмина залра шырама пуҫларӗ; Моргиана вара теветкеллӗх йӗрӗнтерӗвӗпе, ҫавӑн пекех ӑнланупа пӗтӗмлетрӗ: хӑй йӗрӗнекен ҫынсен чӗрисене вӑл ҫак меслетпе ҫеҫ ҫемҫетме, вӗсене ҫапла ҫеҫ кулянса шухӑшлаттарма мехел ҫитереет; Моргиана ытлашши пӳлӗмре, ҫӳллӗ тӗрев ҫинчи Инди пысӑк вазипе юнашар, пукан лартрӗ, унта хӑпарса тӑчӗ те тырӑ вырнине сӑнарлакан картина ҫекӗлӗнчен кантрине ҫирӗплетрӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӗри пушмак кантрине ҫыхать, тепри укҫапа аппаланать.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак сцена манра ҫав тери ҫӗкленӳллӗн куҫса иртрӗ тата хумхантарсах ячӗ, ҫавӑнпах тӑрасшӑнччӗ та хамӑн пӳлӗме каясшӑнччӗ, стенари лифт кантрине туртса эрех кӗленчипе пӗрле сивлеккӗн ларасшӑнччӗ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.