Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каличчен (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павел Петровичпа вӑл текех тавлашмарӗ, мӗншӗн тесен лешӗ вӑл пур чухне хӑйне хӑй ытлашшиех аристократла тыткаларӗ, шухӑшӗсене сӑмахсемпе каличчен ытларах — сасӑсемпе кӑна пӗлтере пуҫларӗ.

С Павлом Петровичем он уже не спорил, тем более что тот в его присутствии принимал чересчур аристократический вид и выражал свои мнения более звуками, чем словами.

XXIII // .

О, ҫак сӑмахсене каличчен эсӗ чӗлхесӗр пулнӑ пулсан авантарахчӗ!

О, лучше бы ты была нема и лишена вовсе языка, чем произносить такие речи!

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Ӑна ашшӗ каличчен пер минут мар, ҫур сехет вӑхӑт иртнӗ пек туйӑнчӗ.

Ему казалось — не минута, а добрых полчаса прошло, прежде чем отец сказал:

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // .

Женя хирте ҫумкурӑк пуҫтарнӑ — тӗрӗс, анчах вӑл хӑй йӑнӑшне вӑхӑтра тӳрлетнӗ, ун ҫинчен хӑйне каличчен ҫумласа та тӑкнӑ.

Женя допустила сорняк — правда, но она сумела быстра исправить свой промах — вырвала траву до того, как ей на это указали.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Каличчен эпӗ малтан нумай малтан шухӑшланӑ… вара ӑнланнӑ: ман хамӑн шанӑҫ ҫук.

Я долго думал, прежде чем решился… когда понял, надеяться мне больше не на что.

14 // .

Ҫавӑнпа та пилӗк ҫуллӑх план ҫинчен каличчен малтан Савва вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫулсене аса илчӗ, Усть-Невинскинчи колхозсем фронта пулӑшни ҫинчен каларӗ.

Поэтому, прежде чем начать разговор о пятилетнем плане, Савва сделал короткий обзор военных лет и рассказал о той помощи фронту, которую оказывали устьневинские колхозы.

XI сыпӑк // .

Вӑл тискер ӗҫ тумассерен аслашшӗсемпе вӗсен ашшӗсем тупӑкра та канӑҫ ан курччӑр, каличчен ҫут тӗнчере пулман йывӑр асап тӳснӗ пирки тупӑкӗсенчен тӑрса тухчӑр!

И от каждого его злодейства чтобы деды и прадеды его не нашли бы покоя в гробах и, терпя муку, неведомую на свете, подымались бы из могил!

XVI // .

Каличчен малтан вӑл кӗсйине чышса илчӗ.

Прежде чем шепнуть он ударил кулаком по карману.

Раштав умӗнхи каҫ // .

Асатте аппӑшӗ каласа паратчӗ — хӗрарӑмӗ ӗнтӗ, ҫиленмелле ан пултӑр та-ха, хӑвӑрах пӗлетӗр, кама та пулин чипер хӗр, е чипер хӗрарӑм тесе каличчен, шуйттана чуптума ҫӑмӑлрах, — козачкӑн тулли питҫӑмартийӗсем чи ҫемҫе те шупкарах хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗ пек таса, ҫав тери ҫепӗҫ, ҫавӑн пек пулать мӑкӑнь чечекӗ ирсерен: тин ҫеҫ турӑ сывлӑмӗпе ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн, халь кӑна ҫӗкленнӗ хӗвел умӗнче ҫунса ҫеҫ тӑрать, ҫулҫисене тӳрлеткелесе чиперленет; куҫхаршийӗсем, хура та ҫинҫе хӑю пек.

Тетка покойного деда рассказывала, — а женщине, сами знаете, легче поцеловаться с чертом, не во гнев будь сказано, нежели назвать кого красавицею, — что полненькие щеки козачки были свежи и ярки, как мак самого тонкого розового цвета, когда, умывшись божьею росою, горит он, распрямляет листики и охорашивается перед только что поднявшимся солнышком; что брови словно черные шнурочки.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // .

Бородина тата штаб начальникӗсен сӑмахӗсене итленӗ хыҫҫӑн, Рокоссовский сӗтел ҫине сарса хунӑ карттӑ патне пӗшкӗнчӗ, кӑранташ тытрӗ те хӑй сӑмахне каличчен малтан яланхи пекех шухӑша кайрӗ.

Выслушав Бородина и начальника штаба армии Малинина, Рокоссовский нагнулся над картой, разостланной на столе, взялся за карандаш и по привычке задумался, прежде чем сказать свое слово.

I // .

Ҫакна каличчен луччӑ йӑлмака кӗретӗп… —

Лучше я сам в петлю полезу, чем сказать это… —

XX // .

Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.

Вера Павловна, проснувшись, долго нежится в постели; она любит нежиться, и немножко будто дремлет, и не дремлет, а думает, что надобно сделать; и так полежит, не дремлет и не думает — нет, думает: «Как тепло, мягко, хорошо, славно нежиться поутру»; так и нежится, пока из нейтральной комнаты, — нет, надобно сказать: одной из нейтральных комнат, теперь уже две их, ведь это уже четвертый год замужества, — муж, то есть «миленький», говорит: «Верочка, проснулась?»

V // .

Ҫав сӑмаха каличчен малтан окопсенче виҫӗ ҫул ларса курас пулать!

Допрежь, чем его говорить, надо в окопах три года высидеть!

33-мӗш сыпӑк // .

Телейлӗ эсӗ, йӗкӗт, эпӗ сӑмах каличчен маларах сӗтел хушшине ларма ӗлкӗртӗн, эпӗ авӑ, санӑн «ҫӑкӑр-тӑварна» хирӗҫ: «хамӑрӑнне ҫиетпӗр-ха, эсӗ алӑк патӗнче пӑхса тӑр!» — тесе хурасшӑнччӗ.

Счастлив ты, парень, что успел вперед меня заскочить, а то я было уж хотел сказать на твою «хлеб-соль», мол, «едим свой, а ты рядом постой!»

25-мӗш сыпӑк // .

— Ҫук, эсир те эпӗ каличчен ӑна нимӗн те ан калӑр, унсӑрӑн Илья Ильича аван мар пулма пултарать.

— Нет, и вас прошу братцу до меня ничего не говорить, иначе Илье Ильичу будет очень неприятно…

VI сыпӑк // .

Хирӗҫлесе каличчен малтан проекта лайӑхрах вуласа тухмалла пулнӑ.

Прежде чем возражать, следовало проект прочесть.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // .

Анчах вилни ҫинчен пӗри-пӗри татса каличчен, е хам куҫпах куриччен, ӑшӑмра текех мана ачалла шухӑш пек темӑн ҫутатса тӑратчӗ.

Но пока не была названа смерть, пока я не увидел её своими глазами, всё светила в душе эта детская мысль.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

— «Пӗр уйӑха яхӑн иртсен», — ҫакӑн пек ҫыру пулать картинӑри экран ҫинче, ҫак сӑмахсене эпӗ Устя дневникӗ ҫине, октябрӗн 19-мӗш кунӗ ҫинчен каличчен маларах ҫырса хутӑм.

«Прошло около месяца» — такая надпись будет на экране в картине, такую запись сделала и я в «дневнике Усти», прежде чем рассказать о дне 19 октября.

10 сыпӑк // .

Хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне каличчен малтан, Горбунов тарӑн шухӑша кайрӗ.

Прежде чем сказать своё решение, Горбунов крепко задумался.

14 сыпӑк // .

Ҫав сӑмаха Том иккӗмӗш хут каличчен Гек сехетре вӑтӑр е херӗх миля тумалли хӑвӑртлӑхпа вӗҫтере пачӗ.

Гек пустился бежать во весь дух, не дожидаясь повторения.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех