Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланинче (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, сан илемӳн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗ эсӗ мӗн тӑвас тенине тума пултарнинче мар, эсӗ йӑлт тума пултаратӑп тесе шутланинче кӑна — нимӗнле ӗҫре те усӑ курма пӗлмен вӑйна усӑсӑр сая янинче кӑна; чӑнласах хӑвӑн пурлӑхна-ырлӑхна салатса пӗтернинче кӑна, чӑнласах хӑвна ху ҫапла каланинче кӑна.

И, может быть, вся тайна твоей прелести состоит не в возможности все сделать — а в возможности думать, что ты все сделаешь, — состоит именно в том, что ты пускаешь по ветру силы, которые ни на что другое употребить бы не умела, — в том, что каждый из нас не шутя считает себя расточителем, не шутя полагает, что он вправе сказать:

XXII // .

— Эпӗ, туршӑн та, кӑна кӗтменччӗ, — малалла каларӗ Малевский, — эпӗ каланинче нимӗн кӳренмелли те ҫукчӗ пулас… сире кӳрентересси ман асра та пулман…

— Я, ей-богу, никак не ожидал, — продолжал Малевский, — в моих словах, кажется, ничего не было такого… у меня и в мыслях не было оскорбить вас…

XVI // .

— Мӗнле снаряд пултӑр кунта? — мӑкӑртатрӗ санитар, Умрихин танлаштарса каланинче хӑйӗн санротине кӳрентернине тупса.

— Какой тут снаряд? — проворчал санитар, увидев в сравнени Умрихина оскорбление своей санроты.

XIV // .

— Ӗҫ кам каланинче мар.

— Да не в том суть, кто подсказал.

V // .

Вӑл мӗн каланинче пуринчен те раснах хӑйне уйрӑм шухӑш, унӑн ахаль сӑмахӗсенчен тарӑнрах шухӑш пур пекле туйӑннӑ.

Во всём, что он говорил, был как бы особый смысл, более глубокий, чем его простые слова.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Анчах сӑмахӗсенче те, епле каланинче те малтан темле юри ҫӗкленсе калани сисӗннӗ, ун сӑмахӗнче ыттисене ерме пултаракан, ҫынна хӑватлантаракан шухӑш илтӗнмен.

Но в слове и тоне сначала чувствовалось что-то искусственно приподнятое, не слышно было того чувства, которое способно, заражая других, создавать почти чудеса.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Анчах вӗрентсе каланинче е журналсем тапӑннинче вулакансемшӗн ӗҫ ҫук, ҫавӑнпа вӗсем умсӑмахсене вуламаҫҫӗ те.

Однако, читателям нет дела до нравоучения или нападках журналов, они предисловия даже не читают.

Умсӑмах // .

Эс каланинче, шухӑшласа пӑхсан, чӑнни те пур, ара, ӗҫ тесен, лаша та ӗҫлет-ҫке…

Вообще ты формально прав, но ведь конь тоже работает…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

— Ман шутпа, унта хӑвачӗ ҫӑкӑрта мар, ҫӑкӑрне шыв тӑрӑх янӑ чухне мӗнле сӑмахсем каланинче пулӗ.

— Тут, по-моему, не один хлеб действует, — сказал Том, — а больше всякие слова; они что-то там говорят, когда пускают хлеб по воде.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // .

Экспертизӑпа Олег каланинче, арҫын темле ӗнентерме хӑтланнӑ пулсан та, пӗр пекки сахал.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

20. Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ; Ӑна тӳресен аллине, аслӑ пуҫлӑх аллине тытса памашкӑн, Вӑл каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе, Ун патне ырӑ ҫын пек курӑнса ҫӳрекен чее ҫынсене янӑ.

20. И, наблюдая за Ним, подослали лукавых людей, которые, притворившись благочестивыми, уловили бы Его в каком-либо слове, чтобы предать Его начальству и власти правителя.

Лк 20 // .

13. Вӗсем Иисус каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе Ун патне хӑш-пӗр фарисейсене тата Ирод ҫыннисене янӑ.

13. И посылают к Нему некоторых из фарисеев и иродиан, чтобы уловить Его в слове.

Мк 12 // .

27. Пулӑшма пултаракан сӑмахна каламасӑр ан тӑр: 28. ӑслӑлӑх сӑмахра палӑрать, чӗлхе-ҫӑвар каланинче пӗлӳ курӑнать.

27. Не удерживай слова, когда оно может помочь: 28. ибо в слове познается мудрость, и в речи языка - знание.

Сир 4 // .

22. Авиян ытти ӗҫӗ-хӗлӗпе уйрӑм ӗҫӗсене, унӑн сӑмахӗсене Адда пророк каланинче ҫырса кӑтартнӑ.

22. Прочие деяния Авии и его поступки и слова описаны в сказании пророка Адды.

2 Ҫулс 13 // .

29. Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Нафан пророк ҫырса пынисенче, Силом ҫынни Ахия малашнехине пӗлтерсе каланинче тата Иоиль витӗркуран куҫне Нават ывӑлӗ Иеровоам пирки мӗн курӑннинче кӑтартса панӑ.

29. Прочие деяния Соломоновы, первые и последние, описаны в записях Нафана пророка и в пророчестве Ахии Силомлянина и в видениях прозорливца Иоиля о Иеровоаме, сыне Наватовом.

2 Ҫулс 9 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех