Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калавне (тĕпĕ: калав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт ҫапла, — вӗҫлерӗ Николай Михайлович калавне.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫапла хавасланса, кабинета таврӑнтӑм, — тӑсрӗ Николай Михайлович калавне.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

— Умра ларакан хӗрарӑм сӑмахӗсем мана ҫавӑн чух тарӑн шухӑша ячӗҫ, — пуҫланӑ калавне малалла тӑсрӗ профессор.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

— Вунҫиччӗ тултарса вунсаккӑра пуссан, килти пурнӑҫ ҫав тери начаррипе Ҫӗрпӳ хулине ӗҫ шырама тухса кайрӑм, — пуҫларӗ хӑйӗн калавне Сергей Тихонович.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫавӑнта амантрӗҫ мана, — кӑштах шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн малалла тӑсрӗ Петр Семенович хӑйӗн калавне.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫинкка калавне малалла тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫапла ҫав вӑл пурӑнӑҫ… — ассӑн сывласа вӗҫлерӗ калавне Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуталса шӑрҫаланакан куҫҫульне хуняшшӗн калавне тимлӗ итлесе ларакансем курасран шурӑ тутрипе шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Ҫав маттур арҫыннӑн хӗҫ пек ҫивӗч пуртӑ, ӑста алӑ пулнӑ, — калавне малалла тӑсрӗ старик.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

«Пӗррехинче троллейбусра ларса пыратӑп, — пуҫларӗ вӑл калавне.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Иван Капитонович калавне вӗҫлесен, никам та сӑмах чӗнмерӗ-ха, мӗнле ларнӑ ҫаплипех йӑшӑлт та хускалмаҫҫӗ вӑрман касакансем.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат ҫиме пӑрахсах итлеме пуҫларӗҫ ҫынсем Иван Капитонович калавне.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӗн калавне татса, Гладышев Завьяловран ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫук, ҫук! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ Завьялов, Осокин хӑйӗн калавне татасран хӑраса ӳксе.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пирӗннисенчен кам чӗрӗ юлнӑ, вӗсене фашистсем е персе пӑрахнӑ, е лагере, юр ҫине (ӗҫӗ хӗлле пулнӑ), йӗплӗ пралук хыҫне хӑваласа кӗртнӗ, — хӑйӗн калавне малалла тӑсрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хальхинче вӑл, спортсменсем тӑхӑнакан йышши лайӑх костюм тӑхӑннӑскер, урисене тӑсса ларса, Завьялов калавне итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов калавне Симонюк питех те интересленмесӗр, вӑхӑтран вӑхӑта старт ҫине тӳсӗмсӗр пӑхкаласа итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн «Чӗн тилхепе» калавне вуланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Урал батыр» эпос калавне пурнӑҫлакансен ҫамрӑк юмахҫӑсен тата юрлакансен 25-мӗш юбилейлӑ конкурсӗн юлашки тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

Стартовал заключительный этап 25-го юбилейного конкурса юных сказителей и исполнителей эпического сказания «Урал батыр».

Чӗрӗлнӗ истори: Бурзян районӗнче ҫамрӑк юмахҫӑсен конкурсӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... et-3391763

Ман чун таса — Гоголӗн «Хӑрушӑ тавӑру» калавне тивмен эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех