Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнӑччӗ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑк кӗр енне кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Кузьма Васильч хӑй лашапа таҫта тухса кайнӑччӗ, вара Вирнайненпа полицайсем тӳрех картана кӗрсе кайрӗҫ те сӑва тӑран ӗнене ҫавӑтса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вара эпӗ, ӗшеннӗскер, ларнӑ ҫӗртех тӗлӗрсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ вӑл кун Ухтана тетрадьсем илме тесе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ара, иртнӗ ҫул атте мана утӑ пухма илсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа Санюк ик ҫул каялла чӑваш ялне — Сӑкӑта кайнӑччӗ, вӗсем ҫул ҫинче нумай кӑсӑк япала курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Туристсен путевкипе кайнӑччӗ те…

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Амӑш чирлесен, вӑл хулхушшине хӗстермелли кратӑс илсе кайнӑччӗ, ҫавна кӳме килнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун пек чух чухлаттӑмӑр: Катя кӗҫӗр кил-ҫурт таврашӗнчен йӗке хӳресене юнлӑ кӗрешӳре хӳтернӗ (кашкӑрсем ҫеҫ мар, йӗке хӳресем те йышланса кайнӑччӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче), анчах тӑшманӗсем хӑйне те самаях тивертнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Аннепе аппа йӗтем ҫине авӑн ҫапма кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫуллахи каникулта пӗр шӑрӑх кун вӗсем Полинапа иккӗшӗ хӗвел питӗнче хӗртӗнсе выртас, ӳт-пӗве пӑртак кӗрелентерес, Атӑлта шыва кӗрсе уҫӑлтарас тӗллевпе Шупашкарти тӗп пляжа кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— О-ой, эпӗ сана паллатӑп, эсӗ — Андрей Гаврилов, ҫапла вӗт, — астӑватӑн-и, пӗр виҫӗ ҫул каялла йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвне кайнӑччӗ, хӗрачасен командинчен эпӗ иккӗмӗш вырӑнтаччӗ, эсӗ арҫын ачасен командинчен иккӗмӗшӗнчеччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ саккӑрмӗш класс хыҫҫӑн комсомол путевкипе Ҫурҫӗр еннелле кайнӑччӗ те халӗ ак ҫак цеха лекрӗм, — ыттисенчен кӑшт хӑюллӑрах Люба хӗрсем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Асли, Рая, вӗренсе тухса Шупашкара кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ахах 1919 ҫулта ҫуркунне «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн редакцине Хӗвелтухӑҫ фронтне кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

— Эпӗ хам ачам пирки пӗлес тесе шкула кайнӑччӗ

— Я в школу шел узнать о сыне…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Бухарестран, ҫамрӑксен коммунистла Союзӗн Центральнӑй комитетӗнчен килсе ҫитнӗ представительпе тӗл пулсан, Ваня юлташ чи малтанах ҫухалса кайнӑччӗ.

Встретившись с представителем Центрального комитета Союза коммунистической молодежи, прибывшим из Бухареста, Ваня сначала пришел в замешательство.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хырӑмӗ хӑйӗн пичке пекех пысӑкланса кайнӑччӗ, шӑммисем ҫемҫеччӗ.

Живот у него, как бочонок, раздуло, а косточки все мягкие.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ вӗреннӗшӗн тата общежитинче пурӑннӑшӑн ачасем мӗн чухлӗ укҫа тӳлемелли ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене класа илсе кайнӑччӗ.

— Я иду туда с приходо-расходной книгой, где 'записано, кто сколько должен за ученье и общежитие.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗрре, шӑматкун, вӑл хутар шкулӗнче ӗҫлекен тусӗ патне кайнӑччӗ, ҫавӑнтан таврӑннӑ чух ҫул майӗн Кирук патне кӗрсе тухас терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех