Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркепе (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗн пӗр сӑвви «Осел был самых честных правил» йӗркепе пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

ДПС инспекторӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсас ӗҫе, ҫав шутра управленине ӳсӗр водительсемпе, регистраци докуменчӗсӗр, мотошлемсӑр, техника тӗлӗшӗнчен юсавсӑр, палӑртнӑ йӗркепе регистрацилемен транспортпа ӗҫлеме чарасси ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхаҫҫӗ.

Особое внимание инспекторов ДПС уделяется пресечению нарушений ПДД, способствующих совершению ДТП, в том числе управление в состоянии опьянения, без водительских и регистрационных документов, без мотошлема, технически неисправным, незарегистрированным в установленном порядке транспортом.

Пушкӑртстан территорийӗнче "Мотоцикл" операци пуҫланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3388868

Юратнӑ ҫын кулянӑвӗ ҫине алӑ ан сулӑр - халӗ эсир ӗҫе хӑш йӗркепе тумаллине пӗлместӗр.

Относитесь более внимательно к переживаниям партнёра, так как вам сейчас не будет хватать последовательности в поступках.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кашни суйлавҫӑ мӗнле йӗркепе сассине парассине хӑй суйласа илет.

Куҫарса пулӑш

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%81%d1%8 ... %b0%d0%b2/

Ҫак юмахсенче чылай чухне 552 (чӗрчун йыснӑшсем), 400 (вӑрласа кайнӑ арӑмне упӑшки шырани), 554 (пархатарлӑ чӗрчунсем), 315 (шанчӑксӑр арӑм) сюжетсем тӗрлӗ йӗркепе контаминацие кӗреҫҫӗ.

В этих сказках в разных вариациях соединяются сюжеты 552 (животные-зятья), 400 (муж ищет исчезнувшую или похищенную жену), 554 (благородные звери), 315 *В (неверная жена).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, ҫак тапхӑр умӗн Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата республикӑри пысӑк ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисем ҫулсерен тӗрлӗ округсенчи уй-хире ҫитсе кураҫҫӗ, ака лаптӑкӗсене пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Программӑ ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче пурне те обязательнӑй йӗркепе вӑтам пӗлӳ парассине пурнӑҫлама тата ҫынсене аслӑ шкулсенче вӗрентессине малалла аталантарма пысӑк та пархатарлӑ задачӑ лартать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑрҫӑ умӗнхи вӑхӑтрах, 30-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех, хуласенчи мӗн пур ҫамрӑксене обязательнӑй йӗркепе ҫичӗ ҫул вӗрентессине пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ, ӑна ялсенче, нацилле облаҫсемпе республикӑсенче пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ҫирӗп утӑмсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ку тӗлӗшпе районта сасӑлав мӗнле йӗркепе иртесси ҫинчен Элӗк территори суйлав комиссийӗн председательне Виктор Кротова каласа пама ыйтрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Пулас мӑшӑрӑн ҫӗнӗ йӗркепе ЗАГС пайне килмелле те ҫак кунах регистрацилеҫҫӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Элӗкри культура ҫуртӗнче е тӗп библиотекӑра иртекен мероприятисене вара ҫӑмӑллӑхлӑ йӗркепе кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ҫук, килӗшес килмест кун пек йӗркепе.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ял ҫыннисен йӑлари хытӑ каяшсене ятарлӑ контейнерсене пухмалли, уншӑн ҫирӗплетнӗ йӗркепе тӳлесе тӑмалли ҫинчен аванах пӗлеҫҫӗ, анчах та кулленхи пурнӑҫра тӑтӑшах татса памалли ыйтусем ҫуралаҫҫӗ.

Деревенские жители хорошо знают о том, что твердые бытовые отходы должны быть собраны в специальные контейнеры, оплачиваемые по закрепленному за них порядку, но в повседневной жизни возникают вопросы, требующие постоянного решения.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Ҫак ӗҫ йӗркепе пулса пырать.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Йӗркепе килӗшӳллӗн, унӑн ҫывӑхӗнче социаллӑ объектсем пулмалла мар, санитари лаптӑкӗ вара 500 метрпа танлашмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Совет ҫыннисен ҫакна ӑнланса илмелле те, тимлӗхсӗр пурӑнассине пӑрахмалла, вӗсен хӑйсене мобилизацилемелле тата хӑйсен пӗтӗм ӗҫне урӑхлатса, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек, ҫӗнӗ йӗркепе туса пымалла, тӑшмана каҫару пулмалла мар.

Нужно, чтобы советские люди поняли это и перестали быть беззаботными, чтобы они мобилизовали себя и перестроили всю свою работу на новый, военный лад, не знающий пощады врагу.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципаллӑ округсен ертӳҫисене тимлӗрех пулмаллине, ял халӑхне йӗркепе паллаштармаллине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Вӗсем сӑрт хыҫне, ҫирӗп йӗркепе йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран салтаксен хӳттинелле чавтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулӑм сассипе вӑл утне илсе пыма хушрӗ, генералӗсемпе полковникӗсене ҫарне епле йӗркепе тӑратса тухмаллине ӑнлантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех