Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шур йӗмми вара унӑн, пулӑ сӗрнӗ чухнехи пекех, апат хыҫҫӑн йӗпенсе ӳчӗ ҫумне ҫыпҫӑнать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Старик аллисене хӑйӗн саплӑклӑ та хуралнӑ йӗмми ҫумне сӑтӑркаласа тасатрӗ те, мана хулпуҫҫинчен тытса, ҫапла каларӗ:Старик вытер руки о промасленные, заплатанные штаны и, похлопав меня по плечу, сказал:
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Мӑк ӑшӗнчен курӑнса тӑракан сенкер чул ҫине канма тесе ларнӑ, анчах кӑшкӑрса ярса ҫийӗнчех сиксе тӑнӑ, мӗншӗн тесен, хай чул ҫине ларнипе, шӑтӑк йӗмми витӗр хурт сӑхса ыраттарнӑ пек туйӑннӑ ӑна.
III // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
Ивашка аллисем кӑвакарса кайнӑ, хыҫалта вара, ҫурӑлса пӗтнӗ йӗмми, сурӑх хӳри пек, ҫакӑнса тӑнӑ, хӗрелнӗ питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫулӗ юхнӑ.
II // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
Анчах, карта урлӑ каҫнӑ чух, йӗмми пӑтаран ҫакланнӑ та, вӑл йӗплӗ крыжовник хушшине кӗрсе ӳкнӗ, чӗрмеленсе пӗтнӗ, макӑрма пуҫланӑ, вара ҫавӑнтах хуралҫӑ аллине лекнӗ.
II // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
Пӗр тӑхӑнса киветнӗ йӗмми те тата, тен, вӑчӑраллӑ сехечӗ тӑрса юлӗ, — ҫавӑ ҫеҫ.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн шуратман йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗпи чӗп-чӗрӗ юн, хуларанах тӑхӑнса килнӗ кӗске йӗмми (кивелнипе йӗм пӗҫҫи вӗҫӗсем ҫӳҫеленсе кайнӑскер), чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫуркаланса пӗтнӗ, ярханах янӑ ҫухи айӗнчен татуировка туса эрешленӗ хурарах кӑкри курӑнса тӑрать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӳр-ха кунта сӑмсуна! — Давыдов тӑрӑшсах пӳрнисене йӗмми ҫумне шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ.Давай сюда нос! — Давыдов тщательно вытер пальцы о штаны, вздохнул.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1