Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлӑхнӑ (тĕпĕ: йӑлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен пурӑнса ывӑннӑ, тарӑхнӑ, йӑлӑхнӑ хӗрарӑм хӑех хӑюллӑ та мӑнаҫлӑ пуҫне хура арҫыннӑн вӗри вут пек ҫунса тӑракан кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ачашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна кӗтсе йӑлӑхнӑ бригадир ҫырмана анса пӑхать те, Хӗлимун шӗшкӗ тӗми айӗнче харлаттарса вырта парать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку йӗнине карчӑк икӗ тӗрлӗ те ӑнланса пӑхрӗ: пӗччен пурнӑҫпа пурӑнса йӑлӑхнӑ тӑлӑх-турат, тен, хӑйне пуян ачи илесшӗн пулнишӗн савӑнать пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ ҫукки икӗ ҫул, Амӑшӗ йӑлӑхнӑ, Аса илсен — пӗр куҫҫӳл Ҫуккипе те хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Витере тӑрса йӑлӑхнӑ ырӑ утсем, ирӗке тухсан, ҫил пек малалла ыткӑнчӗҫ, вӗсен таканӗсем айӗнчен юр катӑкӗсем ывтӑнса кӑна пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗли-пӗлми чӗлхепе ялан пӗр евӗрлӗ проповедьсем вуласа йӑлӑхнӑ вырӑс пупӗ, никам ҫине пӑхмасӑр, кӗлӗ сӑмахӗсене ӳркевлӗн тӑсса калать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунашкал сӑмахсене Василий Викторович илтсе йӑлӑхнӑ, ҫавӑнпа вӗсене чӗре патне илмерӗ, хывӑнса тӳрех зала кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир вӗсем пирки калаҫса йӑлӑхнӑ ӗнтӗ, ачам.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫерҫисен юррине итлесе йӑлӑхнӑ шӑнкӑрч чӑтаймарӗ, йӑвинчен сиксе тухса, темӗн тӗрлӗ шӑхӑра-шӑхӑра юрлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Ҫын ури айӗнче таптанса йӑлӑхнӑ эпӗ.

— Хватит, довольно унижаться перед всеми!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унран кантурта та йӑлӑхнӑ ӗнтӗ.

В конторе пьяницы позарез надоели.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ыраш улӑмӗ кавлесе йӑлӑхнӑ пулас та халь ырхан шӑм-шакне ӑшӑтма хӗвел ӑшшине тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн пӳлӗмӗнче мӑрса хӗрӗ нумай пӑчӑхса лараймасть, ҫӳпҫери темӗн чухлӗ япалине айӑн-ҫийӗн ҫавӑрса йӑлӑхнӑ хыҫҫӑн каллех картишне тухать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чалӑм патӗнчен лайӑх хыпар илсе ҫитерчӗҫ: чӑвашсемпе ҫармӑссен Тукай мӑрса ертсе пыракан пысӑк отрячӗ вырӑссене кӗтсе йӑлӑхнӑ та Булат Ширин хушнипе Хусаналла анса кайнӑ, кунта вырӑссене сыхлама пӗчӗк отряд ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Асту, улан, ҫапӑҫатпӑр, мӑрса тӗкӗрҫисемпе хирӗҫ тӑратпӑр сире, Тукай киличчен нимӗн те памастпӑр, — калаҫса йӑлӑхнӑ пек пулса хапхаран кӗме тӑчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫавӑнпа сутать те ӗнтӗ, чарса йӑлӑхнӑ! — сӑмах хушрӗ итлесе тӑракансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сапаланчӑк, хивре, кӗске вӑхӑтлӑх кӑмӑл туртӑмӗпе выляма илнӗ теттинчен хӑвӑрт йӑлӑхнӑ мӑн ҫын пек йӗкӗлтешмӗш.

Он был рассеян, резок и насмешлив, как взрослый, быстро разочаровавшийся в игрушке, взятой им из прихоти для недолгой забавы.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пурте утса йӑлӑхнӑ та ҫав, командир сӑмахӗнче чӑнни пурах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑпарту ҫисе те тӑраннӑ ӗнтӗ вӑл, вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫуран та йӑлӑхнӑ.

Пышек он наелся, а от нескончаемых разговоров устал.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех