Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ ҫул каялла океанран килсе тухнӑ хӑрушӑ хумсем утрава йӑлтах ҫӗмӗрсе кайнӑччӗ.

Ученый перенесся на два года назад, когда под впечатлением страшной волны, разрушившей остров.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Нимӗнле результатсӑр пурӑнать, аптранӑ пулас йӑлтах, мӗскӗн.

Сидит безрезультатно; захандрил бедняга…

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Йӑлтах хӗрӗхӗмӗш ҫулхи пек, — терӗ Шатров савӑнӑҫлӑн.

— Совсем как в сороковом! — развеселился Шатров.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Тип ҫӗр ҫывӑхӗнче йӑлтах урӑхла.

Другое дело — около суши.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Пристане тӑрӑхла ларакан темиҫе кирпӗч ҫуртӑн кантӑкӗсем йӑлтах ванса пӗтнӗ, шӑтӑк чӳречисемпе вӗсем ытла та кичеммӗн пӑхса лараҫҫӗ.

Несколько больших каменных домов, стоявших вдоль пристани, угрюмо смотрели черными провалами окон.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Ҫапла эпӗ тӑхӑр сехетчен асаплантӑм, юлашкинчен йӑлтах халтан кайрӑм.

Так промаялся я до девяти часов вечера и совершенно выбился из сил.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Кун пек чух вӑл харсӑрланса, ӗҫлӗхленсе каять, тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах манать: уншӑн пулсан хырӑм выҫҫи те, ывӑнни те нимӗн мар — темӗн чӑтса ирттерме те пултарать.

Тогда он становился деятельным и энергичным, в эти минуты он забывал все: голод, усталость — и способен был переносить всякие лишения.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Вӗсен мӗнпур пек пӑланӗсем йӑлтах вилсе пӗтнӗ-мӗн те, ҫавна пула халь вӗсем йӗлтӗрпех хӑйсен сородичӗсем тӑракан Уркан хӗррине кайма хатӗрленнӗ.

Они потеряли своих последних оленей и теперь на лыжах хотели идти на Уркан, где стояли их сородичи.

Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.

Нумай пулмасть ҫумӑрпа исленнӗ ҫӗре типӗтес, ӳсен-тӑран тӗнчине йӑлтах вӑратас, ӑна ҫӗклес тесе, хӗвел хӑйӗн хӗрӳллӗ пайӑркисене пӗр шелсӗр сапать.

Солнце щедро посылало свои лучи, чтобы согреть и осушить намокшую от недавних дождей землю и пробудить к жизни все, что растет на ней: от могучего тополя до ничтожной былинки.

Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.

Мӗнпур шӑтӑк-ҫурӑксене йӑлтах кӑвакал пысӑкӑш топоркӑсем йышӑнса илнӗ.

Трещины и углубления в камнях были заняты топорками —

Кайӑк-кӗшӗк пасарӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 135–138 с.

Тин кӑна ӳкнӗ ҫӗнӗ юр хӳшӗсене, ӳпне ҫавӑрса хунӑ кимӗсене, чулсене, йӑванса выртакан йывӑҫсемпе пӗренесене, нумай пулмасть каснӑ йывӑҫсен тункатисене йӑлтах хупласа хунӑ.

Свежевыпавший снег толстым слоем прикрыл юрты, опрокинутые вверх дном лодки, камни, валежник на земле, пни, оставшиеся от недавно порубленных деревьев.

Тинӗсри чи хӑрушӑ ҫавраҫил // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 128–131 с.

Пӑр ҫинчен тапранса тухнӑ чух сунарҫӑсем мӗнпур тюлене йӑлтах шыва пӑрахнӑ, тинӗссен хуҫине Тэмуна парнеленӗ.

Уезжая со льдины, охотники побросали всех тюленей в воду, отдав их в жертву хозяину морей Тэму.

Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.

Юлашкинчен вӑл йӑлтах лӑпланчӗ, ҫывӑхне те нимӗн шиксӗрех пыма пулать.

Наконец животное успокоилось настолько, что к нему стало возможно подойти без опаски.

Питӗ сайра тӗл пулакан чӗрчун // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 117–120 с.

Пичӗ-куҫӗсем, алли-урисем йӑлтах шыҫса кайнӑ.

У них отекли руки и ноги, распухли лица.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Каҫхи апат хатӗрлеме тытӑниччен йӑлтах тӗттӗмленсе ҫитрӗ.

Было совсем темно, когда мы вошли в палатку и стали готовить ужин.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Эпӗ тигр йӗрне ҫине тӑрсах тишкерме тытӑнтӑм, мӗн пулса иртни вара йӑлтах куҫ умне тухса тӑчӗ.

Я принялся внимательно изучать следы и по ним без труда восстановил картину происшествия.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Йытӑсем ременьсене йӑлтах пӑтраштарса пӗтернӗ, хӑйсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ та тавралла хӑравҫӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

Собаки перепутались ремнями, сбились в кучу и боязливо озирались по сторонам.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Чылай кӗтнӗ сӑсарсем хӑйӗн хуҫине, анчах кӗтсе илеймен, сойкӑсемпе ҫӑхансем вӗсене йӑлтах таткаласа йӑтса пӗтернӗ.

Долго ждали эти соболи своего хозяина, пока сойки и вороны не растащили их по частям.

Сунарҫӑ калавӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 65–67 с.

Пӑлан вара йӑлтах халтан кайса ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ, ҫын та канма вырнаҫнӑ.

И когда утомленный зверь лег, человек тоже расположился на отдых.

Вӑрманти легенда // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 61–64 с.

Пушар тем сарлакӑш вырӑна ҫавӑрса илнӗ, йывӑҫ тӗмӗсем, типӗ курӑксем йӑлтах ҫунаҫҫӗ.

Огнем охватило широкую полосу кустарника и сухой травы.

Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех