Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлкӑштарса (тĕпĕ: йӑлкӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ыттисен вӑйӗпе, — хура куҫӗсене йӑлкӑштарса илчӗ Коля.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Анне, — терӗ ҫисе тӑраннӑ Ириша, куҫне хаваслӑн йӑлкӑштарса.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑхне ҫиҫӗм пек йӑлкӑштарса Арлашкин ҫырӑвне хаяррӑн вуласа пачӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗлӗк унашкал хӑтланмастчӗ, шап-шурӑ тикӗс шӑлӗсене йӑлкӑштарса ҫӑвар туллин кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл: «Эсир отпуска килтӗр пулӗ-ха. Вӑхӑтлӑх пурӑнма тайга варринчи шурлӑх та илӗртӳллӗ пулма пултарать», — тенӗскер, ура ҫине тӑчӗ те, ҫаврака чӗркуҫҫине йӑлкӑштарса, кухньӑналла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хура куҫне хаваслӑн йӑлкӑштарса вӑл хӑйӗн хуҫалӑхне вашаватлӑн кӑтартса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вутӑшсем туртса антарчӗҫ-и? — шап-шурӑ шӑлне йӑлкӑштарса кулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑмӑр куҫӗсене ӑшшӑн йӑлкӑштарса, хавхалануллӑн калаҫать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Кӑлӑхах сурӑх пирки лӗпӗртетсе тӑратӑн-ха, кӑлӑхах, — терӗ Ира куҫне чеен йӑлкӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пӑт пуканӗсем тытатпӑр та, — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн планне, куҫӗсене йӑлкӑштарса, — тепӗр темиҫе минутранах кӗлет пирӗн пулать!

— Возьмем в руки кирки, — сверкая глазами, излагал он свой план, — и через несколько минут склад наш!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан, пурҫӑн кӗпине йӑлкӑштарса, сӗтел патнелле утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй, ҫутӑ кинжалне йӑлкӑштарса, мӑйӗнчи мӑйкӑҫпах арӑмӗ ҫине ыткӑнчӗ — Тарье, чӗтреве ерсе, ҫари ҫухӑрса ячӗ, анчах хӑйне ҫавӑнтах алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗне кирлӗ кунта Фома! — тесе вӑл куҫне-пуҫне хаяррӑн йӑлкӑштарса илчӗ.

— При чем тут Фома?! — сердито сверкнув глазами, вскричал он.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мун! — уҫӑмлӑн хуравларӗ хӗр лӑпланнӑ куҫӗсене йӑлкӑштарса, вӗсенче, ҫапах та, шанманлӑх та кӑштах ҫуталать.

— Мун! — отчетливо сказала она, блестя успокоенными глазами, в которых, однако, светилось еще недоверие.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Юнашарах «Мелузина» тӑрать; унта манӑн асаплантаруҫӑсем каютӑна ҫап-ҫуттӑн йӑлкӑштарса, шур эрехпе ӑшӑнса киленеҫҫӗ.

Рядом стояла «Мелузина»; там мучители мои, ярко осветив каюту, грелись водкой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Иона шӑлӗсемпе тата кӑвакрах куҫ шуррисемпе йӑлкӑштарса, аллине хуҫкаласа лартнӑ картусӗ патне маттурӑн тытрӗ.

Иона, сверкая зубами, синеватыми белками глаз, лихо приложил пальцы к заломленной фуражке.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анакан хӗвелӗн куса шартаракан хӗрлӗ пайӑркисем утӑ капанӗпе йывӑҫ тӗмӗсене акӑш-макӑш йӑлкӑштарса ҫутатаҫҫӗ.

Стог и верхушки деревьев были залиты ослепительно-красными лучами заходящего солнца.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Партизансен диверси туса ҫӳрекен ушкӑнӗсем кӑнтӑрла ӑҫта та пулин вӑрманта пытанса выртаҫҫӗ, анчах каҫ пулнӑ пулманах каллех ӑҫта та пулин пушар хыпса тухать те, пӗтӗм таврана йӑлкӑштарса, нефть ҫатӑртатса ҫунма тытӑнать.

Днём диверсионные группы партизан укрывались в лесах, но как только наступала ночь, в горах снова вспыхивали столбы огня, окрестность оглашалась треском горящей нефти.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Питне йӑлкӑштарса кулса ҫеҫ тӑрать.

Улыбается во весь рот.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Кухня тӑрӑх хӑйӗн типшӗм шӑм-шакне хӑвӑрт хускаткаласа ҫӳренӗ май вӑл, ун ҫинелле ҫывраймасӑр аптранипе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене йӑлкӑштарса пӑхса калатчӗ:

Быстро передвигая по кухне свои сухие кости, она сверкала в его сторону воспалёнными бессонницей глазами:

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех