Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлапа (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халичченхи йӑлапа урама тухнӑ хурсем ӑҫтине вара ниепле те чухласа илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун чухнехи йӑлапа, сентябрь пуҫламӑшӗнчи вырсарникун МЮД уявӗ пулса иртетчӗ — Пӗтӗм Тӗнчери Ҫамрӑксен Кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хӑнасем кӑшт хӗрсенех пире леш ӗмӗрхи йӑлапа чуптутарма тытӑнчӗҫ: «Йӳҫӗ! Йӳҫӗ!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Калаҫнӑ чух хӗрсе каять те яшлӑхран юлнӑ йӑлапа вӑрт-варт пӑркаланса илме хӑтланать, анчах шӑмшакӗ те, алли-ури те ӑна текех итлесшӗнех мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ырӑ йӑлапа ҫав кун ака-суха ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Унчченхи йӑлапа ҫырса ятӑм та… ӳкӗнсе ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа Ванюк ирех ыйхӑран вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫтаппан, авалхи йӑлапа, куккук миҫе хут авӑтнине шутлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авалхи ,йӑлапа, тырӑ акса пӗтерсен, ваттисене асӑнса, уй-хиртех апатланмалла.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахарпа Петӗр вӗсене, авалтан килекен йӑлапа, умлӑн-хыҫлӑнах виҫшер черкке ӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уяв, авалтан килекен йӑлапа, утсене ӑмӑртса чуптарнипе пуҫланмалла.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яланхи йӑлапа, кӗҫӗр каҫ та вӗсем лавкка патне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Лаша туянтӑм та ӗлӗкренхи йӑлапа мӑкӑрич лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тӑнӑ-ҫке, Тукай ӗмпӳ (тарҫӑсем ӗлӗкхи йӑлапа турхана халӗ те ӗмпӳ тесе чӗнеҫҫӗ, хуҫа уншӑн вӑрҫмасть, килӗшет пулас ӑна ӗмпӳ — чӑваш патши тенӗ сӑмах).

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗршывра тулли мар мобилизаци пирки пӗлтерсен республикӑра пурӑнакансем авалтан пыракан йӑлапа ҫар ретне тӑракан салтаксем валли сӑмса тутрисем тӗрлеме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Йӑлапа ҫыхӑннӑ халапсенче этемӗн ӑссӑрлӑхне, наянлӑхне, хыткукарлӑхне питлени малти вырӑнта тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Унчченхи йӑлапа Янтул сӗтел патне иртсе ларчӗ.

Тогда Яндул прошел вперед, сел за стол.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтанхи хуҫисемпе килӗштерсех ҫитереймен пулас вӑл, унчченхи йӑлапа Янтул еннелле те шӑмарса пӑхса илчӗ.

Судя по довольно сердитому взгляду, которым она одарила Яндула, лошадь, видимо, не любила прежних хозяев.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урама тухсан хӑнӑхнӑ йӑлапа чӑл-чал ун-кун пӑхса илчӗ.

Вышел на улицу и по привычке огляделся по сторонам.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех