Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗкӳпе (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрлӗ Ҫара хӑвӑн ирӗкӳпе служить тума кӗресшӗн пулсан, ултӑ уйӑхран кая мар служить тӑватӑп тесе шантарса, хут ҫырса пар.

— Если хочешь поступить добровольцем в Красную Армию, то дай подписку, что будешь служить не меньше чем шесть месяцев.

Манӑн пирвайхи «вӗҫӳ» // .

Ҫитменнине тата, хӑвӑн ирӗкӳпе!..

И еще по собственному желанию!..

Вӑрманти сукмак ҫинче // .

— Ыран каҫхине ултӑ сехете мастерскойне чертежсене пырса памасан тата участокран хӑвӑн ирӗкӳпе тухса каймасан, эпӗ сан ҫинчен кайса пӗлтеретӗп.

— Если завтра к шести часам вечера чертежи не будут возвращены в мастерскую и ты подобру-поздорову не оставишь участок, — я заявлю о тебе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Эс унта хӑвӑн ирӗкӳпе ҫӳреместӗн, ют ялсене ҫитсе, халӑхпа ҫыхӑнмалла, пухусене ҫитмелле.

Ты ведь едешь не по своей охоте, а для работы среди людей.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // .

Хӑвӑн ирӗкӳпе нимӗҫ петлине кӗрсе кайма пултараймастӑн!

Не имеешь права добровольно в немецкую петлю лезть!

III // .

«Мӗн эсӗ вара, хӑвӑн ирӗкӳпе пурӑнас тетӗн-и? Хӑтланса кӑна пӑх!» — тенӗ пек пулчӗ.

Оно как бы говорило: «Волю свою заиметь вздумал? Попробуй!»

Вуннӑмӗш сыпӑк // .

— Ну, кӑмӑла каять пулсан, кай та лар хӑв ирӗкӳпе, эпӗ никама та чармастӑп…

— Ну, если по нраву, иди садись по доброй воле, я никого не держу…

4 // .

Володя амӑшӗ макӑрасса, ашшӗне хӑвӑн ирӗкӳпе ҫар флотне ан кай, тесе ӳкӗтлессе кӗтнӗскер, халӗ амӑшӗн темпе витӗннӗ пек курӑнакан тӗксӗмленнӗ сӑн-пичӗ ҫине сума суса, юратса пӑхать.

И Володя, который ждал, что мать заплачет и станет упрашивать отца, чтобы тот не ходил добровольцем в военный флот, с уважением поглядывал на потускневшее, замкнутое, словно какой-то пеленой закрывшееся лицо матери.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Пирӗнтен пӗри ҫаплах хӑй шуррисем патӗнче пулнишӗн кулянчӗ, анчах эпӗ ӑна ҫапла каларӑм: «Шуррисем патӗнче эсӗ ирӗксӗрленипе кӑна, пилӗк уйӑх ҫеҫ салтакра пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫара хӑв ирӗкӳпе тарса каҫнӑ, вара икӗ ҫул отделени командирӗ пулнӑ, апла пулсан, санӑн юлашки служба малтанхинчен нумайрах, ҫавӑнпа партие юрӑхлӑ эсӗ».

Один из нас все упирал на то, что он в белых служил, а я ему говорю: «В белых ты служил подневольным рядовым пять месяцев, а в Красную Армию перебежал добровольно и служил командиром отделения два года, значит, последняя твоя служба побивает первую, и к партии ты пригодный».

XIV сыпӑк // .

Эпӗ ҫапла калатӑп: колхоз вӑл — хӑвӑн ирӗкӳпе тумалли япала, кӗрессӳ килсен — кӗр, аякран курассу килсен — аякран пӑхса тӑр.

Я так скажу: колхоз — дело это добровольное, хочешь — иди, хочешь — со стороны гляди.

9-мӗш сыпӑк // .

Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!

Вчера пожелал, сегодня достигаешь желаемого страстно, до изнеможения, а послезавтра краснеешь, что пожелал, потом клянешь жизнь, зачем исполнилось, — ведь вот что выходит от самостоятельного и дерзкого шагания в жизни, от своевольного хочу. Надо идти ощупью, на многое закрывать глаза и не бредить счастьем, не сметь роптать, что оно ускользнет, — вот жизнь!

X сыпӑк // .

— Ху ирӗкӳпе тӑхӑр кун тухса кайса ҫӳренӗшӗн, — пӳрнине хуҫлатрӗ Кораблев.

— За самовольную отлучку на девять дней, — загнув палец, сказал Кораблев.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // .

9. Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11. эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.

9. И когда животные воздают славу и честь и благодарение Сидящему на престоле, Живущему во веки веков, 10. тогда двадцать четыре старца падают пред Сидящим на престоле, и поклоняются Живущему во веки веков, и полагают венцы свои перед престолом, говоря: 11. достоин Ты, Господи, приять славу и честь и силу: ибо Ты сотворил все, и все по Твоей воле существует и сотворено.

Ӳлӗм 4 // .

4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.

4. Я отвечал и сказал: душа! пожри смысл и поглоти мудрость. 5. Ибо ты обещала слушать, и пожелала пророчествовать, а тебе дано время только, чтобы жить.

3 Езд 8 // .

17. Санӑн ирӗкӳпе вилӗм хапхи уҫӑлнӑ-и, вилӗм ӗмӗлкин хапхине курнӑ-и эсӗ?

17. Отворялись ли для тебя врата смерти, и видел ли ты врата тени смертной?

Иов 38 // .

Санӑн ирӗкӳпе вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакансене, ханаансене, парӑнтарнӑ, Эсӗ унти патшасене, ҫавӑнти халӑхсене вӗсен аллине ӳкернӗ, израильсем вӗсемпе хӑйсене кирлӗ пек хуҫаланнӑ.

И Ты покорил им жителей земли, Хананеев, и отдал их в руки их, и царей их, и народы земли, чтобы они поступали с ними по своей воле.

Неем 9 // .

13. Аммонсен патши Иеффай элчисене каланӑ: Египетран килнӗ чухне Израиль ман ҫӗрӗме Арнон шывӗнчен пуҫласа Иавокпа Иордан шывӗсем таран туртса илчӗ; ҫавна ху ирӗкӳпе тавӑрса пар мана, [вара каялла кайӑп,] тенӗ.

13. Царь Аммонитский сказал послам Иеффая: Израиль, когда шел из Египта, взял землю мою от Арнона до Иавока и Иордана; итак возврати мне ее с миром [и я отступлю].

Тӳре 11 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех