Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗкӗпе (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ту енчи ҫӗр-шыв ҫынни Урасмет, — вуларӗ Булат Ширин, — хӑй ирӗкӗпе мӑхамет тӗнне йышӑннӑ, ҫӗнӗ тӗнпе ӑна Уразмат тесе ят панӑ Ибрагим мулла, аллах чури, ҫакна ӗнентерсе…»

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах мӗнле ухмах тухса кайтӑр-ха Хусантан хӑй ирӗкӗпе.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Профессионал пулма тур килмесен те, нумай ҫынна савӑнтарма пултарӑн эс ку сӗрме купӑспа, — терӗ Анисим Митрофанович; кун хыҫҫӑн Хусанти хӑш-хӑш профессорсен ячӗсене — хӑйсен ирӗкӗпе музыкӑна вӗреннисене — аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах хӑйсен ирӗкӗпе — паексӑр-мӗнсӗр — кам килӗшӗ ӗҫлеме? — иккӗленчӗ Григорьев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пысӑк спектакль хатӗрлеме вӑй ҫитмен, труппӑна аслӑлатма та Хусан гарнизонӗ тек килӗшмен — вак халӑхсен представителӗсене хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекен кружоксем тума сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Камӑн ытлашши пур, ҫав тырра хресченсен хӑйсен ирӗкӗпе обществӑлла амбара пырса хумалла, — ӑнлантарчӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет чееленсе сӑмаха юри урӑх еннелле пӑрчӗ, мӑрса арӑмне хӑй паян Чапкунпа мӗнле тавлашни, вӑл хӑй ирӗкӗпе пуҫтарнӑ ясака туртса илме шутлани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ҫын та хӑйӗн ирӗкӗпе парасшӑн мар, пуринпе те вӑрҫмалла, тавлашмалла.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ним те калаймӑн, чее Сахиб-Гирей, курӑр тет ӗнтӗ вӑл, эпӗ сирӗн кӑмӑлтан иртме шутламастӑп, халӑхри ӗҫсене, патшалӑх ыйтӑвӗсене йӑлтах эсир хӑвӑр татса паратӑр, эпӗ, аллах ирӗкӗпе ҫакӑнта килнӗскер, эсир хушнине туса пыраканӗ анчах.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑй ирӗкӗпе епле патӑр вӑл?..

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— «…Гаврил Федорович Алюнов, Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, Алексей Степанович Блинов, хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем ҫавсем пурте халӑх тӑшманӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй ирӗкӗпе мар-ҫке-ха вӑл, мобилизаци шучӗпе кайнӑ, — терӗ те, лашине чӑпӑрккапа ҫапса, хыттӑн чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑнах та, хӑй ирӗкӗпе шуррисемпе кайнӑ пулсан, ӳкӗнсе ҫырмалла мар-ҫке?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем», — пӑхса илчӗ тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Комбед членӗсене хӑйсен ирӗкӗпе ҫара ҫырӑнма чӗнет ҫар комиссарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хӑй ирӗкӗпе кам парӗ пур-ҫук тырра? — тӗлӗнчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кадыков хӑй ирӗкӗпе мар, Советри депутатсем йышӑннӑ постановление пурнӑҫланӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

П. Осипов ҫак хӗрӳллӗ самантра — малти ретре: вӑл, 18 ҫулхи каччӑ, хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара каять, каярах фронт ҫывӑхӗнчи «Чухӑнсен сасси» ятла ҫар хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

— Патши хӑй ирӗкӗпе мар та-ха, ӑна хӗстерсе ҫитернӗ эсерла шухӑшлисем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех