Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртрӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, бригада мала тухайманни самаях пӑшӑрхантарчӗ пулин те, кӗтнӗ туй савӑнӑҫлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫ тӑрринчен мӑшӑр карӑк вашлаттарса вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анютӑна вӑл нимӗн калама та ӗлкӗреймерӗ, станцие тавар тиенӗ пуйӑс ҫитсе кӗчӗ те чарӑнмасӑрах кӗрлесе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман куҫӗ умӗнчен каллех «тумлан малтан, культурӑлан, кайран ман хыҫҫӑн ут» текен хӗр сӑнӗ вӗлтлетсе иртрӗ, салтнӑ тӑла-ҫӑпатана хул хушшине хӗстерсе чупакан ача аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Раман умӗнчен мӑнкӑмӑллӑн кула-кула иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫапла, ултӑ ҫул иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗҫех районта ӗҫпе юрӑ уявӗ кӗрлесе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурхи шыв-шур иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӳрте икӗ милиционер кӗрсе тӑчӗҫ, вӗсемпе пӗрле Илихван конюх пылчӑклӑ атӑсемпе тин ҫунӑ урайне йӗр хӑварса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч лӳчӗркенсе пӗтнӗ хута йӗрӗнчӗклӗн илчӗ, куҫсемпе чупса иртрӗ те: — Пӗлетӗп, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюша вӑрҫа ӑсатни тата «вилӗм хучӗ» килни, Толике повестка панӑ асаилӳсен хӑрушӑ хумӗ кӑлтӑртатса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗҫ йӑлана кӗрсе пычӗ, анчах та пӗррехинче мыскара пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Инкек иртнӗ хура кӗркунне пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Иккӗмӗш чӗре тапма пуҫларӗ. Манра ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралать!» — вӗҫсе иртрӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑках ҫамрӑкланса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ывӑнни иртрӗ, инкексем манӑҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Капла хӑть кам та уҫса вулама пултарать-ҫке, — вӗҫсе иртрӗ Ваҫиле пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юр ӑшне пута-пута стена ҫумӗпе иртрӗ, кӗтесрен пӑрӑнсан алӑка курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата пайтах вӑхӑт иртрӗ, тен, ҫур сехет, тен, сехет те.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пысӑк мар юманлӑх тӗлӗнчен иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех