Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетре сăмах пирĕн базăра пур.
инҫетре (тĕпĕ: инҫетре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ унӑн Лисран чылай инҫетре пулас килет.

Ему хотелось бы быть уже далеко от Лисса теперь.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫакӑн йышши тискерлӗх таҫта урӑх ҫӗрте, ҫав тери инҫетре, вӑл пурӑнакан кулленхи пурнӑҫӑн курӑнми картин леш енче ҫеҫ пулаять-тӗр, — ҫапларах пӗтӗмлетрӗ Гелли.

Случаи подобного рода Гелли считала возможными лишь где-то очень далеко, за невидимым ей кругом текущей жизни.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӑрахут ҫийӗнчех ҫыраналла ҫаврӑнчӗ, этем пурӑнакан вырӑнтан инҫетре хӑйӑр ӑшне пӑрӑсӗпе кӗрсе ларчӗ.

Пароход немедленно повернул к берегу, где погрузился килем в песок, вдали от населенных мест.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Алӑк каррине сирсен Аян умне пысӑк лапам-тӳрем евӗр зал тухса тӑчӗ; инҫетре татах алӑксем курӑнаҫҫӗ; пысӑк чӳречесенчен ҫутӑ пушӑлӑха витӗрех ҫапса хӗвелӗн хаваслӑ ҫумӑрӗ пӗрӗхет.

Раздвинув портьеру, он увидел залу, показавшуюся ему целой площадью; в глубине ее виднелись еще двери; веселый солнечный ливень струился из больших окон, пронизывая светлую пустоту.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Шел, милици уйрӑмӗ инҫетре, Ҫӗнӗ Мӑратра.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Инҫетре Ехрем кӳлепи курӑнса каять.

Вдали виднелась фигура Ефрема.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

— Итлесем, мӗн каласа паратӑп сана… ҫыран хӗрринче, унта, инҫетре, асамҫӑ ларать…

 — Слушай, что я тебе расскажу… на берегу, там, далеко, сидит волшебник…

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тамара командировка мӗнне пӗлместчӗ пулин те ашшӗ таҫта инҫетре пулнине ӑнланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Лере инҫетре минарет курӑнать.

Там вдали виднеется минарет.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Питӗ инҫетре, пурӑ пек шурӑ тӑвайкки ҫинче ҫил арманӗ курӑнать.

Очень далеко на меловой возвышенности виднелась мельница.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Броневик кайнӑ енче, инҫетре, аслатиллӗ пӗлӗтрен чалӑшлатса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрӑн кӑвакрах ярапийӗсем кашталанса тӑни курӑнать.

В стороне, куда шел броневик, из грозовой тучи свешивались косые сизые полосы ливня.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Инҫетре, Донец улӑхӗнче, хирти вӗри сывлӑш хумӗсем хыҫӗнчен ыйхӑпа тӗлӗрнӗ пек канлӗн сарӑлса ларакан Гундоровски станицин пирамидла тополӗсем, сад-пахчийӗсем тата шурӑ чиркӗвӗ курӑнма пуҫларӗҫ.

Вдали за волнами степного жара показались пирамидальные тополя, сады, белая церковь станицы Гундоровской, мирно, казалось, дремлющей на берегу Донца.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Инҫетре хӗрлӗ шуҫӑм йӑлкӑшать.

Разгоралось далекое зарево.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Паллах, каҫ шӑплӑхне хула хӑлхипе мар, ялтипе итлесе тӑрсан, халчченхи пек мар сас-чӳсене уйӑрса илме пулнӑ, сӑмахран, — инҫетре, хирте, лаша ури сасси илтӗннӗ.

Конечно, если вслушаться в ночную тишину не городским, а деревенским ухом, можно было бы различить непривычные звуки, например, — далеко в степи конский топот.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Инҫетре ҫӳллӗ топальсем, сарӑ тӑмпа шӑлнӑ хатӑсем, вӗсен ҫумӗнчи ҫирӗп хапхасем курӑна пуҫларӗҫ.

Показались высокие тополя, мазаные, желтые хаты с крепкими воротами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсен тӗллевӗсем малта, нумай инҫетре тӑраҫҫӗ.

Их цели лежали далеко впереди.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Акӑ инҫетре такшин виҫҫӗмӗш хутран чул пусма тӑрӑх утса анни илтӗнчӗ.

Издалека по каменной лестнице кто-то, слышно, спускался с третьего этажа.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Инҫетре йывӑр япаласем йӑтса куҫармалли решеткӑллӑ мӑнӑ кран ҫакӑнса тӑрать.

Вдали висела решетчатая громада мостового крана.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Унӑн ури сасси илтӗнми пулсан, инҫетре те мар шӑхӑрни илтӗнчӗ.

Когда шаги смолкли, невдалеке раздался свист.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ чӳрече витӗр пӑхрӑм та пирӗн хапхаран инҫетре те маар Сенька-кӑлпаснике куртӑм.

Я выскочил следом за деникинцами и увидел на улице Сеньку Цыбулю.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех