Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗртӳллӗн сăмах пирĕн базăра пур.
илӗртӳллӗн (тĕпĕ: илӗртӳллӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ илӗртӳллӗн кулса ячӗ, чеен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме кӑсӑклӑн шухӑшласа калаҫать, тути-ҫӑварӗ илӗртӳллӗн уҫӑлса хупӑнать, Кирейӑн ӑна ыталаса илсе мӑйӗнчен хыттӑн чуптӑвас килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чечекри ҫӗмӗрте тытса силленӗн, тӑкӑнать ҫӑмӑл юр илӗртӳллӗн.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл кулса илчӗ, вара унӑн сӑнӗ ӑшӑ, илӗртӳллӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл Актая илӗртӳллӗн кӑчӑк туртрӗ те хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ: паян каҫ пулас умӗн Хурӑнвар пуҫне ҫыру илме пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫутӑлса ҫитнипе хӗллехи вӑрман илемӗ илӗртӳллӗн те асамлӑн курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Раманпа Тамарӑна тахҫан кӗрхи пӗвере ярӑннӑ чух уйӑх ҫутинче илемлӗн те илӗртӳллӗн курӑнса ларнӑ чӑрӑшсем самантрах ҫулӑмпа ҫатӑртатса хыпса илчӗҫ, лӑссисем кӗлленсе шыва тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илемлӗн, илӗртӳллӗн ялтӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл аллисене йӗкӗт хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та, йӑрӑс кӗлеткине хыҫалалла авса, питне-куҫне илемлӗн те илӗртӳллӗн ҫиҫтерсе, акӑш пек ҫӑмӑллӑн та тикӗссӗн ярӑнса ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑвак нейлон куртка, лакпа сӑрланӑ хура пушмак тӑхӑннӑскер, кӗрен тутӑр ҫыхнӑскер илӗртӳллӗн пӑркаланса утать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вуланӑ пулсан астӑватӑр пуль: ҫав драмӑри пӗр герой пурнӑҫа илӗртӳллӗн ҫеҫкеленекен капӑр чечекпе танлаштарать те: «Анчах ҫав чечеке пӗрпӗр кун сӗмсӗр качака ҫисе яма пултарать», — тет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗр-пӗрин патне туртӑнакан хӗрпе каччӑ е арҫынпа хӗрарӑм хушшинче вӗсене илӗртӳллӗн чиперлетекен илемлӗ, черченкӗ ачашлӑх — хайхискерсем ҫывӑхрах паллашсан кантӑк пек арканакан тӗлӗнмелле ачашлӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Тӳпе пӗр тӗлте ярр! уҫӑлса, хӗвел евӗр илӗртӳллӗн, йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫуталса ҫавракаланчӗ, кӗҫех ун витӗр кӗреҫе шур сухаллӑ ватӑ ҫыннӑн шӑн-шӑн сӑн-пичӗ евӗрлӗ ӗлке курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр пӗлӗтре те пурнӑҫ ҫутисем мар, хӑйӗн серепинелле астаракан ҫав вупкӑн сӗвек кӗперӗн виҫӗ ҫуттине ҫаврӑнса ҫапла илӗртӳллӗн курӑнчӗ сана.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрӗн ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем шурӑ ҫухаллӑ кӗпе ҫинче уйрӑмах темӗнле илӗртӳллӗн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Хывӑнӑр, Танечка, какао ӗҫӗпӗр, — терӗ хӗрарӑм, малтанхиллех илӗртӳллӗн, ҫапах ниме пӗлтермен кулӑпа епресе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӗмӗрт пек хура куҫӗсемпе вӑл фельдшер ҫине илӗртӳллӗн пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Савтепипе вӑрттӑн калаҫмалли пур тесе тиек лаҫри ҫынсене пӗр вӑхӑт картишне тухма хушрӗ — вӗсемпе пӗрле Савтепи те кӗлетки-ҫурӑмне илӗртӳллӗн пӑркаласа лаҫран тухса кайрӗ.

Тогда, чтобы остаться наедине с Савдеби, Ивук попросил людей выйти на минутку из лачуги. Вместе со всеми вышла и Савдеби, игриво покачивая красивыми бедрами…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Асран тайлӑкрах пулӗ вӑл сирӗн, — тет хӑна хӗрӗ, Ухтиван ҫине илӗртӳллӗн пӑхса.

— Он, видать, у вас того, — говорит гостья, лукаво поглядывая на Ухтивана.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепин кӑштах уҫӑлса тӑракан кӑпӑш тути ӑна антраса каймалла чӗррӗн те илӗртӳллӗн курӑнать.

Слегка приоткрытые полные губы девушки манят к себе.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех