Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ Евангелие вӗрентсе, нимӗн илмесӗрех, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар саратӑп, Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн илме тивӗҫлипе усӑ курмастӑп, ҫавӑншӑн мана пайта пулӗ.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ вӗсене Турра юрӑхлӑ ӑсатса ярсан аван тӑвӑттӑн: 7. Турӑ ячӗшӗн вӗсем суя тӗнлисенчен нимӗн илмесӗрех тухса кайрӗҫ.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.