Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элменкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫӑмӑлах пулман манӑн. Мӗн пӗчӗкрен колхозра ӗҫленӗ. Хуракасси шкулӗнче 7 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри учительсем хатӗрлекен училищӗне каяс килетчӗ манӑн, анчах анне ямарӗ, ӗҫлемелле терӗ», - иртнине аса илет Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ялти промысла артелӗн пуҫлӑхӗн Петров Петр Петровичӑн хӗрне, Ульянӑна, качча илет.

Куҫарса пулӑш

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Паллах, медицина служби вӑхӑтпа вӑя нумай туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Екатерина Чернова хӑйӗн юратнӑ ӗҫне нумай ӑс-хакӑлпа вӑй-хал парать, ун вырӑнне вӑл пациентсен юратӑвӗпе тав тунине илет.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Анчах тепӗр чухне, кам та пулин киле килмеҫ-ши тесе, ҫул ҫине тинкерсе пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Халӗ вӑл юхӑнса кайрӗ, - аса илет Нина Дмитриевна.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

«Уй-хир карапӗ» пиҫсе ҫитнӗ тырра пухса илет те часах йывӑр тиевлӗ машинӑна куҫарать.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Комбайн ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса сарӑ тырра вырса илет те В.Еремеевӑн машинине пушатать.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Вӑл хор шӑпишӗн чунне парса ӗҫленӗ хушӑра коллектив 1969 ҫулта «халӑх» ята илет.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Таврӑнсан, 1971 ҫулта, хор ертӳҫи пулма шанчӗҫ, — аса илет иртнине Геннадий Борисов.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Вара ашшӗне палласа илет те: — Тьтте, — тет, шӗвӗр пӳрнипе тӗллесе, амӑшне кӗпи аркинчен туртса.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Симон Васильевич Коробкин, министр заместителӗ, урамра пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер, Левене аякранах палласа илет:

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑмран йӑваланӑ майлах пулса кайнӑ Левене сутуҫӑ тӗрткелесе илет: — Туянатӑн-и эс кусене? — тет.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуп-хура куҫ харшиллӗ те сенкер куҫлӑ ача, тутине чӑп-чап тутарса, тутлӑн анасласа илет: «Хӑ-а-а», — тет хӑй кӗскен.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

ГАИне иккӗмӗш хут ҫитсен, капитан, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех лараканскер, вӑрманҫа курсанах ӑшшӑн кулса кӗтсе илет.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑхта-ха, тӑхта, — Терен алӑкӑн-тӗпелӗн кумса илет; урай хӑмисем нӑтӑрт-нӑтӑрт тӑваҫҫӗ; вӗсем хуҫипе тем пуплеҫҫӗ, ӑна мӗн тумалли пирки канаш параҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ Сидор Сидорович ҫав пухӑва аса илтерсе тӗртсе илет те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна илме тесе машини патне чупса пырать ҫеҫ — укҫа таврашне кабинӑна ытла тирпейсӗррӗн пӑрахнине, апла тума юраманнине ӑнкарса илет, хыпӑна-хыпӑна нухрата багажника майласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аса илет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑрушлӑх иртсе каянҫи пулсан тин, ыратакан аллине хыпаласа, лесник: «Ылтӑнӑм, ахахӑм, — тесе йытта мӑйӗнчен икӗ аллипе те ҫатӑрласа ыталаса илет, — епле пӗлтӗн кунта килме?

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех