Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл ик ҫӗр хут ытла боевой вӗҫевре пулнӑ та икӗ «мессера» ҫапса антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володя шинель ҫухавине тӑратрӗ, пуҫне пӗкрӗ те ӑна ик аллипе ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ик еннелле уҫӑлакан «демократка» текен кӗпе ӑна килӗшмен пулӗччӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ «голливудка» вара пушшех те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ уншӑн ик алла та тӑрататӑп, — аллисене ҫӗклерӗ Витя.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хиртен какаласа килекен самӑр хурсем, вӑл лӑпӑстатса пынине курсан, ик еннелле саланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун шучӗпе, халӗ Вассана, ик ачаллӑ хӗрарӑма, никам та пырса тӗкӗнес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ Васса, ик ачаллӑскер, ӑҫтах кайма пултартӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынсем ик енне сирӗлсе ҫул турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ик эрнере пӗрре тӗрӗслетӗп сана.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эпӗ ик ҫӗре те ӗлкӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихӑн тепӗр хут сулмаклӑн ҫапрӗ те, каска ҫурӑлса ик еннелле ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ ик еннелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Манӑн аяк, ик аяк.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ик аллӑма хурам-ха Сан ик хулпуҫҫийӳ ҫине.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юмахри вуткайӑк пек вӑл: пуҫӗпе Атӑла перӗнет, ик ҫуначӗ — пӗри Етӗрне енне, тепри Сӗнтӗрвӑрри енне — сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Эс леш енче, тӑванҫӑм, эп ку енче, Атя иккӗн хурҫӑ кӗпер хывар-и, Ик енӗпе чӗнтӗр карлӑк тытар-и, Ӗмӗр уйрӑлмасӑр пӗрле пурнар-и?

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Д. Месарош ҫырса илнӗ «Яшкалӑх паттӑр» юмахра вӑл пушшех курӑмлӑ: тӗп герой «вон ик хона йоманран» ҫыхӑнса выртать.

К примеру, в сказке «Яшкалых-батыр», записанной Д. Месарошем, главный герой лежит привязанный к дубу с двенадцатью отростками.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ик чӗлхеллӗ кӑларӑм хамӑр ҫӗршыври тата ун тулашӗнчи ӑсчахсене те кирлӗ пуласса, вӗсем хӑйсен тӗпчевӗсенче чӑваш материалӗпе те усӑ курасса шанса тӑратпӑр.

Двуязычное издание, надеемся, будет способствовать и активному включению чувашского материала в выполняемые в нашем Отечестве и мире научные изыскания.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Сӑмахран, чӑвашсен музыкӑпа драмӑ театрӗн сцени ҫинче лартнӑ виҫӗ оперӑра та халӑх хорӗнчи ик ҫӗре яхӑн ҫамрӑк хӑйсен пултарулӑхне лайӑх кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кайри чӳречӗртен курӑнмасан Ик аллӑра сулса тӑрса юлӑр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех