Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑвакал тиесе кайма килӗшнӗ грузовик шоферне Ялмарова та ҫулӑхмарӗ, вӑрӑм хӳрипе лешӗн сӑр-сӑр чӗтрекен уринчен ҫапрӗ те, ик хӑлхине чанк тӑратса, лейтенант ҫумне ларчӗ.
Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.
Хӑвӑн цехна куҫнӑ кун та цех пуҫлӑхне систерсе хутӑм, ик пӳлӗмли те питӗ селӗм терӗм.
Палля xурӑнӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 111–119 с.
Хӑвӑнтан ик хут асли умӗнче ҫӳҫенместӗн, ыйтса ӗҫетӗн, — тесе, Уҫӑп кӗленче тӗпне юлнине лешӗн кӗсйине персе чикрӗ.
V // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Ҫутӑ сенкер куҫне ҫиҫтерсе, икӗ рет вӗтӗ-вӗтӗ шурӑ шӑлне кӑтартса, хи-хик! кулчӗ те Синук: — Сирӗн час-часах ҫумӑрта ҫӳремелле — чӑн-чӑн балерина евӗр курнатӑр иксӗр те, — тесе ик пуҫ пӳрнине выляткаларӗ пӗр харӑс.
III // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Ик алӑка кӗмен лашана
Аса илӳсем, виҫ кӗтеслӗ ҫырусем // Эвелина КАРЯГИНА. https://avangard-21.ru/gazeta/52931-asa- ... sl-cyrusem
Хура чӗкеҫӗн мӑшӑр ҫунатне аса илтерекен ик куҫ харшийӗ йӗпеннипе ун куҫӗсем тата хурарах курӑнчӗҫ.
Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫӑлтӑр урисемпе ҫемҫешке юра сирпӗтсе хускалса кайрӗ, сӗлкӗшленнӗ юр ҫуна тупанӗ айккипе ик еннелле уйрӑла-уйрӑла пычӗ, ҫуна йӗрӗ ҫине вара ҫурхи шыв чупа-чупа кӗчӗ.
Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.
Плита кӑшт ҫӗкленчӗ те пылчӑклӑ тӑпра ик еннелле сирӗлчӗ, вара кивӗ енчӗк пек тарӑн мар шӑтӑк курӑнса кайрӗ.
Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.
Кулюкки ик аллипе пуҫне тытса ахлатать.
Кулюккапа Уканӗн ҫӗнӗ мыскари // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ик ҫул та пурӑнаймаҫҫӗ.
Виҫӗ тӑван пӗрлешсен… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Каласан шанмӑн, Виталий Семеныч, — терӗ вӑл, темшӗн ик аллине ҫӳлелле йӑтса.
Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пока Каюров ӑсран тайӑлман-ха… — Иван Иваныч, ӑнсӑртран тапӑннӑ вӗлле хурчӗсенчен ҫапкаланса хӑтӑлас тенӗ пек, ик аллине сулкаласа, пӗр еннелле пӑрӑнчӗ.
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Ик ури ҫук, а вӑл сывлӑшра вӗҫет!
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫил-тӑман ик кунтан тин пусӑрӑнчӗ.
Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Ӑшӑн ҫул ҫинчен, вара пӗр тӗлӗнмелле хыпар пӗлтерӗп сана, — ҫеҫкеллӗ тутӑр хӳрине ик аллипе ҫурӑм хыҫнерех юсакаласа, калушне лӑкӑштаттарса пӳлӗмрен тухрӗ.
Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сиссе илчӗ ҫавна Натиш, кӑкӑрне ик аллипе тытса, кӗтесе анса тӑчӗ:
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ак ҫакӑнтан, — ик аллине Рашит енне тӑсрӗ Иван Иваныч.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Мӗнле? — ик аллипе сӗтел ҫине таянчӗ Натиш.
Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
А вӑт пирӗн инструкторсем ҫӳрерӗҫ-ҫӳрерӗҫ — ҫав шуйттана хӳринчен туртса кӑлараймаҫҫӗ-ха, — ик аллине саркаласа калаҫать секретарь.
Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Эсир вара хаҫатра пичетлеттӗрчӗ-и ҫакна? — ыйтас-ши, ыйтас мар-и тенӗ пек, ик аллипе янахне тӗревлерӗ Исай Лукич.
Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.