Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

еннеллех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тӑвӑн, хуйхӑ пуснӑ ҫын алли пурпӗр эрех черкки еннеллех туртӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Маркка та ҫав еннеллех пуҫне пӑрчӗ, анчах тӗтререн пуҫне урӑх ним те кураймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, пӗр еннеллех?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Иван Капитонович асӑрхаттарса каланине асрах тытать вӑл, апла пулин те хӑйне алла илеймест, — чунӗ Тамара еннеллех туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сатур ларса пыракан тӗк те шӗвӗр вӗҫӗпе ҫав еннеллех ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫапла шухӑшласа пынӑ май кӗпер еннеллех ҫул тытрӗ Сатур.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пӗчӗк принц пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухрӗ, анчах шухӑшӗ-ӗмӗчӗ унӑн чечекӗ еннеллех вӗҫрӗ.

И Маленький принц пустился в путь, но мысли его были о покинутом цветке.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чупмар ҫырми тӑрӑх, Ялакки ҫырми тӑрӑх, Ара шывӗ еннеллех янӑраса каять ал ҫупнӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӑрусем те ҫав еннеллех васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пирӗн ҫул пӗр еннеллех.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вассан чӑн-чӑн ҫутӑ еннеллех, малаллах туртӑнас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Эпӗ те часах ӗне сума тытӑнатӑп. Чун ферма еннеллех туртӑнать», — тесе калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ҫулсем пирӗн иксӗмӗрӗн те пӗр еннеллех пулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Ман сурансем те мана хамӑр еннеллех кайса килме хушаҫҫӗ, — килӗшрӗ унпа Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Манпа пӗр еннеллех куҫса пырать ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурнӑҫра Полинӑпа иксӗмӗр пӗр еннеллех тимлетпӗр-ши тата?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Кирлӗ еннеллех утатӑп-ши тата?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу кай еннеллех, хура кӗреллех, сулӑнсан кунсем, хавшак хӗвелленсе, тӗксӗм ылтӑнланса, ы-ы-ы-ый сулхӑнланса, йӑс-пӑс йӑтӑнтарса, «лӗс-лӗс куҫҫульленсе» кӗскелес хӑвӑртлӑхне ӳстерсех яраҫҫӗ: ӗнер вӗсем куян хӳри, паян — вӗт кайӑк сӑмси…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗрийӗ ҫамрӑк хӗрарӑма итлесшӗн мар пулса юратнӑ ҫынни еннеллех туртӑнчӗ, хӑйӗн шӑпине ҫав йӗкӗтпе ӗмӗрлӗхе пӗрлешсе пурӑнма йыхравларӗ, хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Улшӑнтӑн эсӗ, юлашки кунсенче, сисетӗп, тем тесен те чуну Санюк еннеллех туртӑнать сан.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех