Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑрах куҫлӑ Иван Иванович Иван Никифоровича тӗртсе ячӗ, кӑшт тӳрменрех пулчӗ те вӑл тӗртни, ҫапах та Иван Иванович тӑнӑ ҫӗрелле тӗкрӗ-ха вӑл, городничий те Иван Ивановича хускатрӗ, анчах вӑл вара пачах урӑх еннелле тӗртрӗ, городничийӗн суранлӑ ури итлемерӗ-ҫке, вӑл ӑна ытла аякка сулӑнтарса пусрӗ, ҫавӑн чухне ун ури нимӗнле командӑна та итлесшӗн пулмарӗ, юри тунӑ пекех, пачах хирӗҫле енне, таҫта ҫити аякка ярса пусрӗ (ку ӗнтӗ сӗтел ҫинче тӗрлӗ ҫырла эрехӗсем ытла нумай пулнинчен те килчӗ пулмалла), Иван Иванович вара хӗрлӗ платьеллӗ майра ҫинех ӳкрӗ, леш, хӑй, ҫаксене курасшӑн хӗрӗнсе, шӑпах варрине пырса тӑнӑ, ҫакӑн пек пулса пыни вара ырра пӗлтермерӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Хурисемпе саррисем, ҫӳллисемпе лутрисем, Иван Никифорович пек мӑнтӑррисемпе ҫав тери ырханнисем, ырханнисем вара кашниех городничийӗн шпага йӗннине вырнаҫма юрӑхлӑ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ку тӗлте городничийӗн пит-куҫӗпе пӗвӗ, паҫӑр крыльца ҫине хӑпарасшӑн тертленнӗ чухнехи пек, асаплӑн курӑнчӗ.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Городничийӗн сулахай урине юлашки вӑрҫӑра витӗрех амантнӑ, ҫавӑнпа вӑл уксахласа утать, утнӑ чух тата сулахай урине аяккинелле таҫта катана ярса пусать те, сылтӑм ури малалла пусӑнни пачах сая кайса пырать, ҫавӑнпа вӑл урисемпе мӗн чухлӗ васкаса ӗҫленӗ, ҫавӑн чухлех утти те унӑн ӳсӗнмен.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ку городничийӗн хӗрлӗ ҫанӑ вӗҫӗ пулнӑ мӗн.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫак самантрах ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ император Александр Первый Колу хули городничийӗн рапортӗнчи патриотла шухӑшпа килӗшсе, вырӑс чӗлхинчен те ытларах юратакан француз чӗлхипе рапорт ҫине: «Архива», тесе ҫырса хунӑ.
Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.
- 1