Шырав
Шырав ĕçĕ:
Георгиевски урамран юланутлӑ хӗрлӗ гвардеецсем ыткӑнса тухрӗҫ, контрреволюционерсене чӑл-пар сапаласа ячӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Калаҫса пынӑҫемӗн икӗ юлташ сисмесӗрех Георгиевски урама ҫитрӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Салтакӑн сӑн-сӑпачӗ мана салхуллӑ пек туйӑнчӗ, вӑл лутӑрканса пӗтнӗ шинел тӑхӑннӑ, шинелӗ ҫинче кӑкӑрӗ умӗнче георгиевски хӗрес пур, унӑн сылтӑм ури вырӑнне йывӑҫ ура лартнӑ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӗлле ҫав хваттерсенчен пӗринче Смирнов хушаматлӑ хӑрах алӑллӑ офицерпа Муратов салтака, георгиевски кавалерсене, Скобелевпа Ахал-Текински экспедицире пулнӑскерсене, арестленӗ; вӗсемсӗр пуҫне Зобнина, Овсянкина, Григорьева, Крылова тата такама — вӑрттӑн типографи тума тӑнӑшӑн арестленӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӑкӑрӗ ҫинче Ткаченкон ӗлӗкхи пекех, урлӑ каҫа йӗркерен ҫака-ҫака янӑ георгиевски хӗрессем; мӗнпурӗ тӑватӑ хӗрес.Четыре Георгиевских креста по-прежнему лежали поперек груди.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл умӗнче георгиевски темляклӑ, ылтӑн эфеслӑ офицерсен хӗҫне тытса пынӑ.Он нес перед собой на вытянутых руках офицерскую шашку с золотым эфесом и георгиевским темляком.
XXIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ткаченко ҫарти пекех, погонпа, кокардӑллӑ картузпа тата йӗркипе илемлӗн вырнаҫнӑ георгиевски хӗресӗсене тӑваттӑшне те ҫакнӑ.
XXIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫуррине ҫӑлса кӑларнӑ ҫӳҫӗ ҫамки ҫинче ҫыпҫӑнса тӑрать, пӑявпа хирӗнтерсе ҫыхнӑ аллисем, хӑйне ҫапасран сыхланӑ хуткупӑсӗн тыткӑчисене ҫатӑртаттарса тытнӑ, пӑяв айне хӗсӗннӗ георгиевски лентӑллӑ ҫӗлӗкӗ ҫара урисене ҫапӑнса пырать.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫав каҫах Ҫемен салтакри пек, георгиевски хӗресне ҫакса, бебутне пиҫиххи хушшине хӗстерсе, паллах ӗнтӗ погонсӑр, старостӑсемпе пӗрле, амӑшӗпе, Фроськӑпа тата «бояра» чӗннӗ темиҫе кӳршӗ ҫыннипе пӗрле Ткаченкосен пӳртне кӗчӗ.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫемен тинех хӑй ҫар ҫынни мар иккенне пӗлтерекен хутсем илнӗ, ҫул ҫине валли тата георгиевски хӗресшӗн те хӗрӗх тенкӗ ытла шалу укҫи илнӗ: икӗ сарӑ керенка та тата ҫав вӑхӑтра вак укҫа вырӑнне ҫӳрекен темиҫе почта марки илнӗ.
XII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Килӗшмест-ҫке ватӑ салтака, бомбардир-наводчике, георгиевски хӗрес ҫакнӑ кавалере киле кайма хушакан хут алла илмесӗрех тухса кайма.
XII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Фронт тӑрӑх васкавлӑн утса, бригада командирӗ Ҫемен кӑкӑрӗ ҫине георгиевски ҫакса, ҫурӑмӗнчен лӑпканӑ хушӑра: «Молодец», — тенӗ.
VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хӗвелтухӑҫ Пруссире ҫапӑҫнӑшӑн вӑл иккӗмӗш степень георгиевски хӗрес илнӗ, Августовски вӑрманӗшӗн — пӗрремӗшне.
VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Кайран хӑй ирӗкӗпех вӑл ҫара кӗҫӗн фейерверкра юлнӑ, Япун вӑрҫинче икӗ георгиевски хӗрес илнӗ, ҫапла вара сисмесӗрех взводнӑй господин, ҫирӗп службист пулса тӑнӑ.
VII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Кил хуҫи хӗрӗ Люба Ременюк та кӗнчели ҫинчен манса кайсах матрос бушлачӗ ҫумне хулпуҫҫипе йӑпшӑнса ларса, ытармалла мар илемлӗскер, тилпӗрен шӑршланӑ пекех, ҫурри хупӑнса тӑракан куҫӗсене мӑчлаттарса, матрос картузӗ ҫинчи георгиевски лентӑна ачашланӑ пек шӑлса ларать.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Анчах салтак ятне кура, георгиевски хӗресе кура мӑйӑх ӳстерни кирлех ӗнтӗ.Но, с другой стороны, Георгиевский крест и воинское звание безусловно требовали усов.
III сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Георгиевски.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Каҫ выртма пулмӗ-ши паттӑр артиллериста, георгиевски кавалерӗ!Принимай на ночлег героя-артиллериста, георгиевского кавалера!
I сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Рабочисем те кулчӗҫ; пуринчен ытла фабрика Захар Морозов килхушшине ҫӑмламас, вӑрӑм тӗклӗ, ҫурӑмӗ ҫинелле паттӑррӑн кукӑртса хунӑ хӳреллӗ йытӑ ҫурине илсе пырсан хытӑ кулчӗ, — йытӑ ҫурин хӳри вӗҫӗнче мучалапа ҫыхса янӑ шурӑ георгиевски хӗрес ҫапкаланса тӑнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑрҫӑран Морозовсенчен пӗри, Захар, хӗрлӗ кӗсен-ҫӑпанлӑ, ҫунса кайнӑ, кукша пуҫлӑскер, георгиевски хӗрес ҫакса таврӑнчӗ; унӑн пӗр хӑлхи татӑлнӑ, сылтӑм куҫхарши вырӑнӗнче — хӗрлӗ ҫӗвек пулнӑ, унӑн айӗнче темле лӑпчӑнса ларнӑ вилӗ куҫ пытанса тӑнӑ, тепӗр куҫӗ вара хыттӑн та тимлӗн пӑхнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
- 1
- 2