Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗ (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алкум вӗҫӗ те йӑлтах пылчӑклӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса вӗҫӗ ҫул хушши чӗкеҫ чӗппи пек пурӑнчӗ унпа.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Неушлӗ пурнӑҫ вӗҫӗ ку?

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах лӑпланса ларма юрамасть, малта ӗҫӗн вӗҫӗ те ҫук-ха.

Но расслабляться нельзя, впереди ещё непочатый край работы.

Сухоречка ҫыннисем хамӑрӑннисене пӑрахмаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... ma-3431109

Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫсен вӗҫӗ ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

— Асӑмран каймасть 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Авторучка вӗҫӗ сылтӑм хулпуҫҫийӗнчен «пӑраласан» Кирилл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Август вӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӑн та, хура ҫӳҫлӗ Мартинӑн икӗ тӑнлавӗ те ҫунат вӗҫӗ пек шуралса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пуҫне каҫӑртарах тытса, хулпуҫҫийӗсене малалла-каялла хускатса утнӑ май вӑрӑм ҫивӗтӗн лента янӑ вӗҫӗ икӗ еннелле вӑш! вӑш! вӗҫсе пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Ҫамрӑк вӑхӑт хитре те, анчах ӗмӗре пымалла мар-ҫке вӑл, вӗҫӗ те пулмалла ун.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Усӑк хӑлхаллӑ вӑл, кӗске сӑмсаллӑ, ҫӑмӗ юр пек шурӑ, куҫӗсемпе сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ йӗпкӗн хура.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Панель пӑрӑх ҫине лачлатӗ те, пӑрӑхӑн тепӗр вӗҫӗ Турунова ҫӗклесе ывӑтӗ, ун ҫине сиксе ӳкме те пултарӗ, ӑна ҫеҫ мар, Григориуна та тем кӑтартма пултарӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Панель тӗлӗнче, аялта, тимӗр пӑрӑхӑн пӗр вӗҫӗ ҫӗкленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн пӗр пуҫӗ пирӗн ура айӗнчи ҫемҫе тӑпра ӑшне тӑрӑннӑ, тепӗр вӗҫӗ тӑратса хунӑ панель урлӑ столовӑй еннелле тупӑ кӗпҫи пек кӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑхӑчӗ хӑвӑрт шурӗ, анчах кафери халӑх пит чакмарӗ: черет вӗҫӗ ҫав-ҫавах тултан кӗреймест.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Володя вырӑнӗнче пулсан эпӗ сана, — терӗ вӑл Анюк шӑпланнӑ-шӑпланман, — йӗп вӗҫӗ чухлӗ те, ак ҫакӑн чухлӗ те, — чӗрни вӗҫне кӑтартрӗ Надя, — хисеплес ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ма тесен Володьӑпа Надя чун-чӗринче Ҫтаппан чун-чӗрин паллине йӗп вӗҫӗ чухлӗ те курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Калавӑн вӗҫӗ тупӑннӑшӑн савӑннӑ Таранов кухньӑра хӑпартланса тӑрмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ кӑҫал янкӑр уяр: хула ҫинче кашни кунах кӑн-кӑвак тӑрӑ тӳпе йӑлтӑртатать, урамсемпе парксенче эрешмен картисем вӗлтӗртетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех