Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫет (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хир тӑрӑх пӑрчӑкан пек ҫеҫ вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Акӑ пурнӑҫ кайрӗ санӑн, Иван, ялти мӗнпур ҫынна тӗлӗнтеретӗн, — вӗҫет пуҫра шухӑш.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ мӗн, ҫӳретӗп ҫӗр ҫинче упаленсе, ывӑл ман пек мар, вӑл, ӑмӑрткайӑк пек, сывлӑшра вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кайӑк кӑвакал пӗлӗт пек вӗҫет, пулӑ тытатӑн, сунара ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Суха хыҫҫӑн йӗр юлать, йӗрри хыҫҫӑн курак вӗҫет — апат шырать, апӑрша.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Сан патӑнта та ӗҫлеҫҫӗ-ҫке ҫынсем, мӗнрен лайӑхрах пулӗ ҫӑмарта ӗҫӗ: кунӗпе тусан вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чул аялалла пӗкӗ пек вӗҫет те ҫухалать; кӑштахран вӑл вак чул куписем ҫийӗн пӑрҫалла сиккелени кӑна курӑнать.

Камень шел вниз дугой, исчезал; видны были затем только его скачки по стукающим, как горох, кучам.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӳрем ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте ҫӗр-ҫӗр авкаланчӑк китай ҫӗленӗ вӗҫет.

Высоко над площадью вились сотни китайских фигурных змеев.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Молсен тӗлӗнче складсемпе тӗрлӗ ытти ҫурт-йӗр талккӑшпех, вӗсен сӑн-сӑпачӗ асаплантару хатӗрӗсене ӗренкелет, — ҫак Эйфель башнин евӗрлӗхӗсен хушшинче шутласа кӑларайми ҫекӗл-сӑнчӑр сулланать-куҫать; баржӑсемпе пӑрахутсем ҫинчен ҫӗр кӑмрӑкӗ пушатнӑ май тусан вӗҫет.

У молов, покрытых складами и сооружениями, вид которых напоминал орудия пытки, — так много крюков и цепей болталось среди этих подобий Эйфелевой башни, — стояли баржи и пароходы, пыля выгружаемым каменным углем.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫет вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк ҫӗнтерӳ // С.Филиппова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Гент унта ҫӳренӗ вӑхӑтра тӳпен ҫуррине хупласа улӑпла кайӑк чарӑнми вӗҫет, вӑл хӗвел анӑҫнелле ӑнтӑлать, унӑн ҫуначӗсем пӗлӗт хумӗсен хыҫӗнчен курӑнаҫҫӗ, юрпа мрамор евӗр йӑлкӑшаҫҫӗ-ҫиҫеҫҫӗ.

И все время, пока Гент был там, гигантская, в полнеба величиной, птица летела к западу; ее крылья были видны за облачными волнами, сверкая, как снег и мрамор.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫӗрле ыйхӑ вӗҫет.

По ночам, знаете, бессонница.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫамки ҫинчи кӑвак юн тымарӗ туртӑна-туртӑна чӗтренет — вӑл халӗ тӗпсӗрлӗхелле вӗҫет.

Синяя жила билась на его лбу, — он летел в пропасть.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Акӑ мӗн каларӗ вӑл: «Эпӗ сирӗн ывӑлӑра ӑнланатӑп, анчах вӑл лӗпӗш ҫулӑм ҫинелле вӗҫнӗн вӗҫнӗ те, вӗҫет те, юлашкинчен вара ҫунаттисене ҫунтарса ярать».

Он говорит: «Я понимаю вашего сына, но он летит и будет лететь, как бабочка на огонь, пока не спалит крылья».

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫаврӑнакан-явӑнакан сӗм тӗттӗмлӗх Жип ҫурӑмӗ ҫийӗн ыткӑна-ыткӑна вӗҫет.

Крутящаяся тьма неслась над спиной Жипа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Шанӑҫ ҫухатнӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра тӗпеклӗ удод тӳпенелле хӑвӑрт вӗҫсе хӑпарчӗ, ҫунаттисемпе ҫапкалашрӗ те уй варринелле шуйханса вӗҫет.

Отчаянно голося, хохлатый удод взлетел вверх, забил крыльями и пустился наперерез поля.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Унӑн шурӑ парусин пиншакне ҫурӑмӗнчен ҫил хӑмпӑлатнӑ, уй тӑрӑх вӑл тикӗс те кичем кӗрлевпе сарӑлса вӗҫет.

Его белый парусиновый пиджак вздувался на спине пузырем от ветра, с ровным, унылым гудением стлавшегося по полю.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Вӑл тӑнне ҫухатать, ӑна хӑватлӑ аэропланпа ӑсатаҫҫӗ: пӗр, икӗ, виҫӗ кун е ытларах вӗҫет; ҫакӑн хыҫҫӑн этем, ҫул ҫӳрев туяннӑскер, Спангидпа Тенброк вӑраннӑ евӗр лару-тӑрӑва лекет.

Он терял сознание, его вез — день, два, три и более — мощный аэроплан, после чего человек, купивший путешествие, попадал в условия пробуждения Спангида и Тенброка.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

— Шӑна вӗҫет пыл ҫи-и-не-е! — ӳсӗррӗн янӑрарӗ тусӗсен хорӗ, унтан кичеммӗн силлене-силлене пуйӑс хуларан кӑвак ҫеҫен хирелле иртрӗ.

— Летела муха на па-а-току! — грянул хор друзей, и, содрогаясь от скуки, поезд ушел из города в синюю степь.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

— Шӑна вӗҫет пыл ҫине! — кӑшкӑрчӗ Годвин кантӑкран.

— Летела муха на патоку! — закричал Годвин из окна.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех