Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫертсе (тĕпĕ: вӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алла пӗр пек калӑпӑшлӑ хуратӑхлан, хурҫӑ тата йывӑҫ шариксем тытса вӗсене сӗтел ҫине е урай ҫине ҫӳллӗ мар вырӑнтан пӗр вӑхӑтрах вӗҫертсе ярсан, вӗсем урайне е сӗтеле пӗр вӑхӑтра перӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫапла, алӑран тӗртсе ямасӑр вӗҫертсе янӑ кашни япала ирӗклӗ ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Родион Михайлович пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пиншакӗ ҫинчи тӑваткалрах значокне вӗҫертсе илчӗ те ӑна хӑйне ларма хушасса кӗтекен Игорӗн костюмӗ ҫине тирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Пӗрлех ҫӳрет, тепӗр чух хамран малта чупать, — Николай кӗленче тӗпӗнчи эрехе ярса ӗҫрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Наташа ҫакнӑ пальтоне вӑртах вӗҫертсе илчӗ те тӑхӑнмасӑрах тулалла вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Унта-кунта старательсен палаткисем ҫеҫ курӑнкаланӑ, — прораб, кутамккине вӗҫертсе, ҫӗре лартрӗ, унтан, кӗсйинчен тутӑр кӑларса, тарланӑ пит-куҫне шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗҫертсе ил кутамккана, — терӗ анне юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Лариван алӑк патне ыткӑнчӗ, пӑтари кӗрӗкне, ҫӗлӗкне васкаса вӗҫертсе илчӗ те пӳртрен тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Юпа тӑрне чиперех улӑхса ҫитрӗ пӗчӗк упа, унтан меллӗнрех вырнаҫса пӑралуксенчен пӗрне туртса карӑнтарчӗ те вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Хӑй кӗпе тӳмине вӗҫертсе хӗвӗнчен хупӑлла пӗҫернӗ ҫӗр улми кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӑна пӑчӑ пулса кайрӗ, вӑл кӗпин ҫӳлти тӳмисене вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин вара ниепле те тухса каясшӑн пулмарӗ, кӗпе тӳммисене вӗҫертсе, ҫара кӑкӑрне чышкипе шаккарӗ, кӑшкӑрсах каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗпе тӳмисене вӗҫертсе кӑкӑрне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хамаръялов, тӑххӑрти ачана яш! ҫӗклесе, ямшӑк вырӑнне лартрӗ; Яшманов председатель кӑкарнӑ лаша чӗлпӗрне вӗҫертсе майларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Витене ҫитет Шӑнкӑрч, Утаман пуҫӗнчи йӗвене вӗҫертсе илет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Лешӗ, ыратнине тӳсеймесӗр, ҫӗҫҫине вӗҫертсе янӑ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Урӑхла йышши савӑнӑҫ пур-ха ман, значӑтцӑ! — сар кӗрӗк тӳмине вӗҫертсе, аллине кӑкӑр кӗсйине чикрӗ Хумкка, унтан тем туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла мӗн пулассине пӗлнӗ пулсан, ҫак сӑмахсене вӗҫертсе те ямӗччӗ Юмӑҫ Укань.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аран-аран вӗҫертсе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук купӑсне, ывӑлӗнчен аран-аран вӗҫертсе илсе, ҫӳпҫене хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех