Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫертет (тĕпĕ: вӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрмашсан-тӑрмашсан, танкӑшсан-танкӑшсан чӗлпӗре алӑран вӗҫертет те ашшӗ енне ҫаврӑнатъ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Вихтӗре тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтерес шутпа ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн парас ку медале, — тепӗр медальне вӗҫертет те ӑна ун-кун ҫавӑркаласа: — Ак ку, Вихтӗр, сана, — тет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Мӗнех, — ашшӗ медальсенчен пӗрне вӗҫертет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑштахран Сӑпани мӑнаккӑшӗ таврӑнать, сӑхманне вӗҫертет те кӑкӑрӗ тӗлӗнчен хӑпарту кӑларса сӗтел ҫине хурать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑл фотоаппаратне вӗҫертет те ахӑлтатсах кулакан старикпе ачана ӳкерсе илет, вара ман пата утса килет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Актай фотоаппаратне илсе мӗнле вӗрентнӗ пек ҫекӗлне вӗҫертет.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Завьялов ун аллине вӗҫертет.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Асту, Алттыш вӗҫертет ӑна.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл аялтанах ҫынна чӗркуҫҫийӗпе ҫӳхе ҫӗртен тапать те, лешӗ лӑпсӑр ҫемҫелсе каять, аллисене вӗҫертет.

Вот он что есть силы ударил противника коленом в поддыхало, и тот, расслабив руки, обмяк, повалился мешком.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван пуставне вӗҫертет, ҫӗлӗкне арки ҫине хывса хурать.

Ухтиван расслабил кушак, снял и положил на колени шапку.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑйне тытса тӑрайман пирки, — пиншак тӳмисене пӗрре вӗҫертет, тепре тӳмелет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кичем тиев-йывӑрлӑх мана майӗпен-майӗпен, анчах домкрат вакуна ҫӗкленӗ евӗр чарӑнми вӗҫертет, эпӗ вара, вӑл таврӑнасран хӑранӑран, хама чӗтренсе-варкӑшса тӗпчетӗп, тунсӑх ҫавра ҫилӗ, вӗлересле кичемлӗх капламӗ кӗтмен ҫӗртен килессе сис-чӳллӗн кӗтетӗп.

Я освобождался от тяжести. Медленно, но безостановочно, как подымаемый домкратом вагон, отпускала меня скучная тяжесть, и я, боясь ее возвращения, с трепетом следил за собой, ожидая внезапного тоскливого вихря, приступа смертельной тоски.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вӑл малтанхиллех васкамасӑр ӗҫлет, пӗр ытлӑх-ҫитлӗхрен вӗҫертет те куҫӗсене теприне тӗсеме пикенет.

Он медленно двигался, едва успевая оторваться взглядом от одного изобилия, чтобы смотреть на другое.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сылтӑм аллипе вӑл сӑпка сиктерет, сулахай аллипе хӑйӑ вӗҫертет.

И начала правой рукой качать люльку, левой поправлять лучину.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Тигра ытамӗнчен вӗҫертет те, апатланмасӑр тата канмасӑрах, кӗрешмешкӗн вырӑн тасатма пуҫлать.

Отпускает он тигра, а сам без еды и отдыха начинает для драки место расчищать.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ефим Кондратьевич хунарӗсене сӳнтерет, пакурӗпе якорьне вӗҫертет, кимме вара шыв юхтарса каять.

Ефим Кондратьевич гасит фонари, отцепляет багор, кошку, и лодку подхватывает течение.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя аллисене ларкӑчран вӗҫертет те кӗсмене ярса тытать:

Костя отрывает руки от банки и хватает весло:

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл кӗсменне вӗҫертет те, ҫӗлен ҫывхарсан, ӑна аялтан кӗсменпе ҫаклатса сывлӑша ҫӗклет.

Он вынимает из уключины весло и, когда уж подплывает близко, подцепляет его веслом и выхватывает на воздух.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лешӗ тапаҫланать, аллисемпе кӗсменсенчен, ларкӑчран ярса тытать, анчах Тимахви ҫиллессӗн унӑн пӳрнисене вӗҫертет те хӑйне ҫыраналла сӗтӗрсе тухать.

Тот упирается, цепляется руками за весла, скамейку, но Тимофей молча и сердито отдирает его пальцы и тащит на берег.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра Щорс пилӗкрен граната вӗҫертет те, ӑна васкамасӑр авӑрласа, ура ҫине ҫӗкленет.

В такую отчаянную минуту снимает Щорс с пояса гранату, заряжает её хладнокровно и встаёт в машине.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех