Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрсе (тĕпĕ: вӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ сӑмавар тӑрпи ҫине кивӗ атӑ тӑхӑнтарчӗ, вара, кунчине аялалла туртса ҫирӗпрех вырнаҫтарнӑ май, тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вӗркӗчпе пӗрех, кӑмрӑка вӗрсе чӗртме пуҫларӗ.

Мать надела па трубу самовара старый сапог и, растягивая и сжимая голенище, стала раздувать угли, словно кузнечными мехами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Староста вӑтам пӳллӗ, вӗрсе хӑпартнӑ пек тулли питлӗ, пӗрмечеллӗ хура пустав халатпа, сӑран атӑпа, кӑшкарла ҫавӑрса кастарнӑ ҫырӑ ҫӳҫне йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗрсе ҫемҫетнӗ; чӗлхи-ҫӑварӗ те унӑн, ҫу сӗрнӗ пекех, ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗри яшка хыпӑн — сиввине те вӗрсе сыпӑн, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сасартӑк йытӑсем вӗрсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑна илтсе, йытӑсем вӗрсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Инҫех те мар йытӑ вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ те Микулана мӑйӗнчен ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк йытӑ вӗрсе янӑ сасӑ ҫӗрлехи шӑплӑха касса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй хумханнине палӑртас мар тесе, сӑра ҫине вӗрсе илчӗ те тӗппипе ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхана тӗкнӗ сасӑпа сӑнчӑрта тӑракан икӗ йытӑ хаяррӑн вӗрсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урапа кустӑрмисем шӑлтӑртатнипе юнашар килкартинчи йытӑ вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачин сӑмахӗ Макҫӑмӑн ҫиллине вӗрсе хӑпартнӑ пекех ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫтаппан, куркине ҫӑварӗ патне илсе пырса, «пӳлӗхҫӗм, ан пӑрахсам» тесе пӑшӑлтатрӗ те квас ҫине ик-виҫӗ хут вӗрсе илчӗ, пӗр канмасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сана юрататӑп, — тесе, йӗкӗт пӳрт алӑкне хӑпӑл-хапӑл шалтан ҫаклатрӗ, лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ те Хрестука ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр чӗпкуҫ лампине вӗрсе сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алкум алӑкӗ уҫӑлни, йытӑ вӗрсе яни, «Шарик, шӑп!» тени, ӑна тем пӑрахса пани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳперен хӗвел пӑхрӗ, тӳлек ҫил вӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсем ҫуни-ҫунми тӗлкӗшсе выртакан ӑвӑ чӑмаккине вӗрсе ҫӗнӗрен амалантарса янипе пӗрех пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утар ҫывӑхӗнче кӑшт сас-чӗв илтӗнсенех хав! хав! вӗрсе Палюк мучие чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех