Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрсе (тĕпĕ: вӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бианка, канӑҫсӑррӑн йӑшаланса илсе, каллех кӗмӗл шӑнкӑрав пек уҫӑ сассипе вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ, утма чарӑнса, хам умалла тинкертӗм; ман сукмак ҫинче, ҫич-сакӑр утӑмра, шап-шурӑ анчӑк лӑпчӑна-лӑпчӑна вӗрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӗрсе сывлӑш тултарнӑ пек сарӑлса-сарӑлса, ҫӗкленсе-ҫӗкленсе пычӗ те тӑм чӑмакки — тухрӗ ларчӗ ҫаврашка варрине куҫ илӗртмӗш чӳлмек.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫтаппан усаллӑн ятлаҫма тытӑнни илтӗнчӗ, йытӑсем харӑсах вӗрсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йытӑ Тимӑна вӗрсе илчӗ те ӑнсӑртран шӑлӗпе унӑн урине чӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Сасартӑк пӗр касӑ ҫил ваш! вӗрсе ячӗ, ман ҫумри хутсем вӑрман хушшине, шӑп кӑна хӗрача еннелле вӗҫсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн самантрах йӑлт улшӑнса кайрӗ, эпӗ пӗр вӑхӑтра Аньӑсем патне ҫӳреме те пӑрахрӑм, мӗншӗн тесен ҫав тӑватӑ хутлӑ кивӗ пысӑк чул ҫурт маншӑн сасартӑк ют пулса тӑчӗ, ун кирпӗчисенчен темӗнле сивӗ те ҫӑра сулхӑн вӗрсе тӑрать пекчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халӗ акӑ мӗнпур асаилӳсенчен ҫӑра та сулхӑн, чӗрене пӑчӑртакан тунсӑх вӗрсе тӑрать, ун чухне — нимӗн те, нимӗн те ун пек япала пулман…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Инҫетре вӑрман хуралҫин йытти вӗрсе ярсан тин икӗ шӑпӑрлан тарӑн ҫырмана сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӑтӑ патӑм ҫимерӗн, Малтан вӗрсе систермерӗн.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫил вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫил те пулин, вӗрсе, йывӑҫ ҫулҫисене силлентермест.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн пыракан йытӑ хаяррӑн хамлатса вӗрсе илчӗ, вӑл кашкӑр пек сике-сике чупать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Калаҫса лӑкӑртатса тӑран тата, шӑнана вӗрсе сирпӗтнӗ пек ҫапса ывӑтӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑр енчен ӑшӑ ҫил вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла сӑмах каласа Юсман утрӗ тухатмӑш, Унтан вӗрсе, тухатса Чӗлхеҫлерӗ ват тӗшмӗш:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчӑк вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ, унтан каҫса кайсах вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк ҫыран енчен ҫивӗч ҫинҫе сасӑпа йытӑ тулхӑрса вӗрсе яни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫтан паҫӑрхи хура йытӑ сиксе тухрӗ те, тулашса вӗрсе, пирӗн ҫинелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех