Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреме (тĕпĕ: вӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӑхнӑ самантсенче юн вӗреме тытӑнать, чун хӑпартланать.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кирей хӑйӗн ӗҫне турӗ, вӑл пельменсене холодильникри морозильнике хучӗ, пӗр вӑтӑрӑшне вӗреме кӗнӗ шыва ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тепӗр темиҫе ҫултан утрав ҫинчи пурнӑҫ ҫӗнӗрен вӗреме пуҫланӑ, курортлӑ вырӑн пек вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне пуҫланӑ, кунта туристсем йышлӑ килме тытӑннӑ.

Через несколько лет остров заново отстроили и он начал свою новую курортно-туристическую жизнь.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Хӗрӳ ӑш-чикре сивӗ апат та вӗреме кӗмелле, — кула-кулах сӗтел хушшинчен тухрӗ Илле.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗскӗн тӑлӑх кӑкӑрӗнче кӳренӳпе шиклӗх пӗрле ҫыхӑнса вӗреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗвери шыв ахӑр самана вӑхӑтӗнчи пек хумханма, ҫыранран тухма тытӑнать, хуранти яшка пек вӗреме кӗрет, ял халӑхӗн сехрине хӑпартать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революци хыҫҫӑн Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринче пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫ пекех вӗреме тапратрӗ.

После Великой Октябрьской социалистической революции жизнь на Черноморском побережье Кавказа забила ключом.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ирхине хӗвел тухиччен ҫеҫенхир пурӑнӑҫӗ вӗреме тытӑнать.

До восхода солнца в степи большое оживление.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӗҫ вӗреме тапратнӑ.

Работа закипела.

Ленин Шатури // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Малалла пыма йывӑр, тек-текех мотор ытлашши хӗрсе каять, радиаторти шыв вӗреме пуҫлать, вара шофер, аллине тутӑхса-лапчӑнса пӗтнӗ витре тытса, йывӑҫсем хушшинче пӗр-пӗр шурлӑх е ахаль шыв лупашки, е шыв тулнӑ фугас воронки шыраса чупкаласа ҫӳрет…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Славик ура ҫине тӑрсан, вӑл юррине вӑта ҫӗртенех татрӗ те, ҫунаттисемпе вӗреме кӗнӗ шыв пек лӑпӑр-лӑпӑр-р! тутарса, ана варринелле вӗҫсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вара хӗр алли айӗнчи ача ӳчӗ сӑрӑлтатса кайрӗ: тулли чейник вӗреме кӗрес умӗн ҫавӑн пек сӑрӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пит те пултараҫҫӗ-ҫке ҫаксем ман кӑмӑла пӑсма! — вӗреме кӗчӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӗр саслӑн кашласа, сӑмавар вӗреме кӗрет, кӑмакари вутӑ шӑрт-шарт туса ҫунать, амӑшӗ, хӑйӗн курма килне ывӑлӗ ячӗпе, ҫатми ҫине ахаль чухнехинчен икӗ хут ытларах ҫу хурса, икерчӗ пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

«Юн вӗреме тытӑнчӗ, — терӗ Савантер хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яшка вӗреме кӗрсен, ҫӗрулми шуратса ятӑм, купӑста турарӑм.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Министерство заказӗ тӑрӑх детальсем тума тытӑнсан, мӗнпур мастерскойсенче ӗҫ вӗреме пуҫларӗ.

Изготовление деталей для министерского заказа оживило работу во всех мастерских.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хуранти пӑрака, типӗ хурӑн вутти хӗрӳ ҫуннипе, хӑвӑртах вӗреме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Кӗҫех завод картишӗнче ӗҫ вӗреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ыттисен яшкисем вӗреме кӗнӗ ҫеҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех