Шырав
Шырав ĕçĕ:
вӑчӑра сăмах пирĕн базăра пур.
29. Валтасар хушнипе вара Даниила хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, патшалӑха тытса тӑракансенчен вӑл виҫҫӗмӗш ҫын пулнине пӗлтернӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Асамҫӑсене, халдейсен ӑрӑмҫисене тата ҫӑлтӑрҫӑсене илсе килме хушса, патша хыттӑн кӑшкӑрса янӑ; патша, сӑмах пуҫласа, Вавилон ӑсчахӗсене каланӑ: кам та кам ҫакӑнта ҫырнине вулаять тата унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параять, ҫавна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, унӑн мӑйӗнче ылтӑн вӑчӑра пулӗ, вара вӑл патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӗ, тенӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Юпасен тӑрри валли вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ, вӗсене нар улмисемпе эрешленӗ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗп Ҫурта, кипарис йывӑҫӗпе сӑрса, чи лайӑх ылтӑнпа виттернӗ, ҫиелтен пальмӑпа вӑчӑра ӗлкисем ӳкерсе тухнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ: 15. ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 16. юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ; 17. юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Гедеон ыйтса илнӗ ылтӑн алкасем пин те ҫичҫӗр ылтӑн [сикль] тайнӑ, унсӑр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӑха, тӳме, мадиансен патшисенчен хывса илнӗ хӗрхӗлтӗм тум тата тӗвесен мӑйӗнчен салтса илнӗ ылтӑн вӑчӑра пуҫтарӑннӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; 43. ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.