Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтӗнчен (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

7. И Ангелу Филадельфийской церкви напиши: так говорит Святый, Истинный, имеющий ключ Давидов, Который отворяет - и никто не затворит, затворяет - и никто не отворит: 8. знаю твои дела; вот, Я отворил перед тобою дверь, и никто не может затворить ее; ты не много имеешь силы, и сохранил слово Мое, и не отрекся имени Моего. 9. Вот, Я сделаю, что из сатанинского сборища, из тех, которые говорят о себе, что они Иудеи, но не суть таковы, а лгут, - вот, Я сделаю то, что они придут и поклонятся пред ногами твоими, и познают, что Я возлюбил тебя. 10. И как ты сохранил слово терпения Моего, то и Я сохраню тебя от годины искушения, которая придет на всю вселенную, чтобы испытать живущих на земле. 11. Се, гряду скоро; держи, что имеешь, дабы кто не восхитил венца твоего. 12. Побеждающего сделаю столпом в храме Бога Моего, и он уже не выйдет вон; и напишу на нем имя Бога Моего и имя града Бога Моего, нового Иерусалима, нисходящего с неба от Бога Моего, и имя Мое новое. 13. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // .

25. Салтӑр, салтӑр тӗрӗсмарлӑх тӑллисене, унччен мӗн тунишӗн каҫару ыйтса, вӗсене тӑнӑҫлӑн хӑйсен килне ярӑр; тӳпери Пурне те Тытса Тӑраканӑн, асаттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи кунчченех пирӗн патшалӑхӑмӑра вӗҫӗмсӗрех ырӑлӑхпа мухтав парса тӑнӑ чӗрӗ Туррӑн, ывӑлӗсене ирӗке ярӑр.

25. Разрешите, разрешите неправедные узы, отпустите их с миром в свои домы, испросив прощение в том, что прежде сделано; освободите сынов небесного Вседержителя, живаго Бога, Который от времен наших предков доныне подавал непрерывное благоденствие и славу нашему царству.

3 Мак 6 // .

Сан умӑнта тӑма намӑсланатӑп, хӑратӑп эпӗ: 72. пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, пирӗн ӑссӑрлӑхӑмӑр тӳпенех ҫитнӗ; 73. аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк ҫылӑх ӑшӗнче пурӑнатпӑр, 74. хамӑр ҫылӑхсемшӗн, аттесен ҫылӑхӗсемшӗн пире хамӑр тӑвансемпе, хамӑр патшасемпе, хамӑр священниксемпе пӗрле ют ҫӗрсен патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, эпир паянхи кунчченех намӑс курса пурӑнатпӑр.

я стыжусь и смущаюсь пред лицем Твоим, 72. ибо грехи наши поднялись выше голов наших, и безумия наши вознеслись до неба; 73. еще от времен отцов наших и до сего дня мы находимся в великом грехе; 74. и за грехи наши и отцов наших мы с братьями нашими и царями нашими и священниками нашими преданы были царям иноземным под меч, в плен и на разграбление с посрамлением до сего дня.

2 Езд 8 // .

Эпир тӳснӗ асап — Ассири патшисен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи куна ҫитиччен тӳснӗ асап, пирӗн патшасене, аслӑ ҫынсене, священниксене, пророксене, аттемӗрсене, Санӑн пӗтӗм халӑхна ҫитнӗ асап — Сан умӑнта сахал пек ан курӑнтӑрччӗ.

да не будет малым пред лицем Твоим все страдание, которое постигло нас, царей наших, князей наших, и священников наших, и пророков наших, и отцов наших и весь народ Твой от дней царей Ассирийских до сего дня.

Неем 9 // .

7. Аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк айӑпра; йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсемшӗн пире, пирӗн патшасене, пирӗн священниксене ют ҫӗр патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, паянхи пекех, намӑс курса пурӑнмалла тунӑ.

7. Со дней отцов наших мы в великой вине до сего дня, и за беззакония наши преданы были мы, цари наши, священники наши, в руки царей иноземных, под меч, в плен и на разграбление и на посрамление, как это и ныне.

1 Езд 9 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех