Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтрисем (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам вӑхӑтрисем мар пулсан та, ман хыҫҫӑнхи ӑру эпӗ Тӑван ҫӗршыва парӑннине ӑнланӗ.

Если не современники, то, может быть потомки наши поймут, сколь велика моя преданность нашей Родине.

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Эсир Сардимировпа пӗр вӑхӑтрисем мар, вӑл сирӗнтен чылай кӗҫӗнрех, ҫапах та иксӗр унпа туслӑ, ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пирӗн вӑхӑтрисем, вӑрҫӑ хирнех кайма ӗлкӗреймен пулсан та, унӑн хуйхи-суйхине тӑраничченех астивнӗ, ҫавна май мана е ман тантӑшсене пирус туртнӑшӑн кӑштах каҫарма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пӗр вӑхӑтрисем пулсан та, ытла та уйрӑм вӗсем, ҫак икӗ ҫын.

Одногодки, они были совершенно непохожи друг на друга.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анатарах, урамӑн сулахай енче, Кукай Хветӗрӗн кил-ҫурчӗпе (халӗ Пракох Иванӗн) юнашар ман вӑхӑтрисем тӑватӑ класс вӗреннӗ шкул ҫурчӗччӗ.

Ниже, на левой стороне улицы, рядом с домом Федора Кугай (теперь принадлежит Ивану Пракоху) было здание школы, в котором в мои времена учились четыре класса.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Свидетельсене хамӑрӑн артистсемех выляс терӗҫ, пӗр Ларинсен няни валли ҫеҫ костюм тупӑнмарӗ, ҫавӑн пирки вара Пушкин вӑхӑтӗнче те няньӑсем пирӗн вӑхӑтрисем пек тумланнӑ тесе кӑтартма тӳрӗ килчӗ.

Свидетелей взялись играть наши актеры, только для няни Лариных не нашлось костюма, и пришлось доказывать, что в пушкинские времена няни одевались так же, как и в наши.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех