Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑтанса (тĕпĕ: вӑтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑр вӑл «аҫуна калатӑп» тесе хӑратмалла ҫеҫ каласа хучӗ, ӑна, паллах, Карачӑм та ӗненмерӗ, ак халь Зоя ку ӗҫре вӑтанса тӑма юраманнине, ун ашшӗ чӑнах та пӗтӗм ӗҫе пӗр-пӗчченех юсаса яма пултарнине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫын патӗнче мар, хамӑр пӑтӑмӑрта, вӑтанса ан тӑрӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ, Кӑтра Михала, ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсем ытлашши вӑтанса тӑмасӑр Сехрене нумайччен тӑрӑхласа ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, пирӗн ял каччисем ун пек мар, вӗсем вӑтанса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑтанса кайнӑ Укахви, ун аллинчен вӗҫерӗнсе, Марине патнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуҫне пӗксе, вӑтанса тӑракан Сююнбикене темле сӑмахсем каларӗ, Сафа-Гирей вӗсене ӑнланса юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шкул ачисем ман ҫине куҫран пӑхаҫҫӗ, эпӗ ҫухалса та вӑтанса, именсе те кайрӑм, тем вӑхӑтран чӗтреме те пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Мӗскер пулнӑ халиччен никам умӗнче те вӑтанса тӑман Нухрата?

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа иккӗш те ҫухалса кайрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине вӑтанса пӑхса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

А эс, Павел Николаевич, вӑтанса ан лар, «ҫармӑс пылӗпе» сыпса ӗҫ чейпе, — тепӗр стакан тултарса пама хушрӗ Ефремов арӑмне.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн Катьӑран вӑтанса пӑрӑнакан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Нухрат ку ҫынсенчен вӑтанса тӑмарӗ, арҫын пекех, лашана унталла та кунталла турткалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытла ырхан-ҫке уту, пӑх-ха, хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать, — хӑракаласа лашана сӑмсинчен тытрӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сире те Аля тесе чӗнме юрамӗ-ши? — вӑтанса ыйтрӗ Павел.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗнле ишме? — ыйтрӗ Агафья Тихоновна, ун еннелле пӑхма вӑтанса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара паратӑп, — терӗ Павлуш, хӑй вӑтанса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ялтӑркка шурӑм-пуҫ ҫӑлтӑрӗ кӑшт курӑнать те каллех пытанать: пӗркенчӗк пек ҫӳхе пӗлӗтсем айӗнчен вӑтанса кӑна пӑхкалать тепӗр чух.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Антонина Павловна вӑтанса хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пекех вӑтанса пурӑнсан, Хусанта выҫӑ та вилӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Интересленекенсем — каярах ҫитнисем — хӑйсенчен хӑйсем вӑтанса, чалӑшшӑн пӑхкаласа иртсе каяҫҫӗ, хӗрачасем, курмӑш пулса, аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех