Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйлӑрах (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Театр хальхи пурнӑҫа мӗн таран анлӑрах та витӗмлӗрех кӑтартса парать, унӑн искусстви ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах пулать.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Уй-хирте машин-трактор сасси вӑйлӑрах та вӑйлӑрах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Сирӗнтен вӑйлӑрах кандидат ҫук вӗсен.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сисӗм тени кирек камӑн та пур, журналистӑн вӑл вӑйлӑрах та, тен?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Утар хуралҫин кивӗ пӳртне чӗтрентере-чӗтрентере тулта ҫаплах ҫил-тӑман алхасрӗ, мӑрьерен ӑшӑ тӗтӗм палкаса тухма пуҫласан хайхискер майӗпен-майӗпен лӑпланчӗ: ҫынсем хӑйӗнчен вӑйлӑрах пулнинчен тӗлӗннипе унӑн ҫилли путланчӗ тейӗн…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑйлӑрах ҫил юхӑмӗ уласа килсен пӳрт ҫине витнӗ тимӗр сӗвӗнсе ывтӑнас пек халтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Кӳлешӳ туйӑмӗ ытларах хӑйӗншӗн, хӑйӗн телейӗшӗн ҫунакан ҫыннӑн вӑйлӑрах, ҫакӑ вӑл эгоизмла шухӑш патне илсе пырать, — терӗ лектор.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Пирӗн шутпа, коммунизм тунӑ тапхӑрта искусствӑ ролӗ ҫавӑн пек ҫеҫ пулма пултараймасть: искусствӑ ролӗ нумайрах, сарлакарах, вӑйлӑрах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫӗвви юласса юлать унӑн, анчах сыпӑннӑ ӗмӗт унчченхинчен те вӑйлӑрах, ҫирӗпрех пулать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ унран та вӑйлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Терт вӑл вӑйлисен чун-чӗрине хавшатмасть, тата вӑйлӑрах пулма ҫеҫ пулӑшать…»

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кӑшт вӑйлӑрах ҫумӑр кӑна ҫума пуҫлатӑр, шыв тулать те йывӑҫа юхтарса каять, — шухӑшларӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Пӑкачав ҫарӗ чылай вӑйлӑрах пуль тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара этем вӑйлӑрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чӑваш турри сан туррунтан вӑйлӑрах!

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн вара, чӗрри-сыввисен, вӗсен ӗҫне малалла тӑсмалла, хамӑр ҫӗнтерессишӗн пушшех те вӑйлӑрах кӗрешмелле.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем акатуйне мӗн тери лайӑх туса ирттереҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах ҫӗр-анне кӑкӑрӗ ҫинче тырӑ-пулӑ пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялта унран вӑйлӑрах каччӑ пулман та.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ванда кӳллинчи шыв питӗ тӑварлӑ; унӑн тӑварлӑхӗ тинӗс шывӗнчен вунӑ хут вӑйлӑрах, ҫакӑ Вилӗ тинӗсринчен те пысӑкрах.

Вода в озере Ванда очень соленая; ее соленость в десять раз больше, чем у морской воды, и больше, чем у Мертвого моря.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех