Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйлӑрах (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав туйӑм кӑна пуринчен вӑйлӑрах ҫыхса хума тивӗҫ икӗ ҫынна пӗр-пӗринпе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗрене унран вӑйлӑрах хӗсекен шухӑшсем пуҫа ҫӗмӗреҫҫӗ халӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗршывӑмӑр малалла кунран-кун вӑйлӑрах талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫамрӑк хресчен» комсомолецсемпе ҫамрӑксене ҫӗннишӗн вӑйлӑрах кӗрешме чӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кашни эрне, кашни кун иртнӗҫемӗн тунсӑх вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пуса пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ейпух, тепӗр ват кӗсре те унран вӑйлӑрах.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмавар чӗртет вӑл, ӑна атӑ кунчипе хупланӑ та, хӑййа ҫулӑм вӑйлӑрах хыпса илтӗр тесе, пикенсех вӗртерет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑйлӑрах шухӑшласа пӑх-ха, тен ячӗ унӑн Иппатах пулӗ.

— Подумайте получше, может быть, имя у него все же Иппат.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Анчах ҫак самантра амӑшӗ чӑннипех пурӑнать, унчченхинчен вӑйлӑрах та лайӑхрах пурӑнать.

Но в эту минуту она жила сильнее и лучше, чем за всю жизнь.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Халӗ вара… — терӗ малалла Эгль хӑйне тӗлӗнмеллерех тытнине вӗҫлеме тӑрӑшса (асамҫӑлла калаҫас туртӑм — яланхи ӗҫ палли — пысӑк ӗмӗт вӑррине паллӑ мар тӑпрана акасран хӑранинчен вӑйлӑрах пулчӗ), — халӗ вара, Ассоль, мана питӗ тимлӗ итле.

— Ну-ка, — продолжал Эгль, стараясь закруглить оригинальное положение (склонность к мифотворчеству — следствие всегдашней работы — было сильнее, чем опасение бросить на неизвестную почву семена крупной мечты), — ну-ка, Ассоль, слушай меня внимательно.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Лонгрен чӗнмест, кимӗ ҫинче йӗке хӳрелле кускалакан Меннерс ҫине лӑпкӑн пӑхса тӑрать, чӗлӗмӗ ҫеҫ вӑйлӑрах мӑкӑрланма пуҫларӗ, кӑштахран вара, мӗн пулса иртнине лайӑхрах курас йӳтӗмпе, Лонгрен чӗлӗмне ҫӑварӗнчен васкамасӑр кӑларчӗ.

Лонгрен молчал, спокойно смотря на метавшегося в лодке Меннерса, только его трубка задымила сильнее, и он, помедлив, вынул ее из рта, чтобы лучше видеть происходящее.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Антарктида экосистеминче климатӑн кирек мӗнле улшӑнӑвӗ те тӳрех палӑрать — ӳсентӑран вӑйлӑрах сарӑлма пуҫласси пирки малтанах шухӑшланӑ, анчах калӑпӑшӗ ҫавӑн пекех пулӗ тесе шутламан.

Ученые отмечают, что экосистемы Антарктиды реагируют на любые изменения климата — рост распространения растений был предсказуем, но не в таком объеме.

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31094.html

Пуласлӑхра ҫакӑ пире хамӑрӑн вӑйлӑрах енсемпе туллин усӑ курма тата верификациленӗ углерод единицисене сутма май парать.

В будущем это нам позволит в полной мере использовать свои естественные преимущества и продавать верифицированные углеродные единицы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Уҫланкӑра ачасем вылянӑ; ытти арҫын ачисем пурте пекех Синопӑран аслӑрах та вӑйлӑрах пулнӑ.

На поляне играли дети, почти все мальчики были старше и сильнее, чем Синопа.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Конституци палӑртса хӑварнӑ хаклӑхсене типтерлӗн упраса, право тытӑмне малалла аталантарса тата обществӑна пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе кӑна эпир ҫӗршывӑмӑра тата та вӑйлӑрах тӑваятпӑр.

Только оберегая ценности, провозглашенные Конституцией, развивая правовую систему, консолидируя общество, мы сделаем нашу страну еще сильнее.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/12/news-3995320

Эп ӗҫсӗр пурӑнмастӑп, пурпӗрех Ҫусамччӗ тетӗп ҫумӑр вӑйлӑрах!..

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 7 с.

Икӗ кӗлетке туртӑмӗ пуҫри шухӑшсенчен вӑйлӑрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫӳхе тути хупӑнма пӗлмерӗ ун, эрех ӗҫнине пула тата та вӑйлӑрах ялкӑшакан куҫӗсем такама та илӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пирӗн техника тӗлӗшпе вӑйлӑрах пулмалла — фронт тӑрӑх бронепоездсемпе бронемашинӑсенчен завеса тумалла.

Мы должны иметь перевес в технике — создать фронтовую завесу из бронепоездов и бронемашин.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Эпир армие ҫӗнӗрен йӗркелесе тата ҫичӗ ҫул хушшинче ҫуралнисене ҫара илсен те, тӑшман — йышӗ тӗлӗшпе пирӗнтен вӑйлӑрах пулать.

— Когда мы переформируем армию и призовем семь возрастов, то и тогда противник численно будет сильнее нас.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех