Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑн (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑн ҫинче вӑрах хускалаймасӑр выртрӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниҫта ларма-тӑма вырӑн тупайманнипе вӑл уҫӑлма тесе картишнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса чӳречерен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна кула-кула вырӑн ҫине вырттарма ӗлкӗрейчӗҫ — Лаврский йӑванса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, хӑрушӑ тӗлӗк курнӑ ҫӗртен шарт сиксе вӑраннӑ пек, вырӑн ҫинчен тӑрса ларчӗ те, куҫҫуль витӗр тинкерсе, ҫын мӗлки тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан вырӑн ӑҫтине пӗлменнипе пӳрт алӑкӗ еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ҫӗртен тепӗр мӑшӑр килсе тухни, вӗсем арлӑ-арӑмлӑ маррипе икӗ вырӑн тупма тивесси урӑхла шухӑшлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла калаҫкаласа выртнӑ хыҫҫӑн Ҫтаппан вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен курман вырӑн ҫинчи, пӳлӗмри япаласем ӑна пурте тӗлӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑвӑн ирӗк… — йӑлтах килӗшнӗ сассипе каларӗ те Ҫтаппан сӑхсӑхса вырӑн ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫне чалӑштарса чӑлт-шурӑ ҫивитти ҫине пӑхрӗ те: «Хамах тавҫӑрмалла. Ҫак тери капӑр вырӑн ҫине таса мар урапа мӗнле выртӑн-ши?» тесе, Матӗрне пырса лартнӑ таз ҫинче урине ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнана урайне вырттаракан кам пултӑр? — «Савнӑ тусӑм, ку вырӑн эрнеренпе сана кӗтет ӗнтӗ» тесе каласшӑнччӗ Матӗрне.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те ним тума аптранипе кӑравул кӑшкӑрма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл васкаса пӳрте таврӑнчӗ те вырӑн ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине вырӑн ҫинчен тӑнӑ ҫӗре ҫӳпҫе тулли укҫа…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла Анук, вырӑн ҫинченех суха патне каяс шухӑшӗпе тӑрсан, витрисене ҫакнӑ кӗвентине хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, лашине ҫавӑтса, ҫӑл кутне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ҫӗрӗпех ҫывӑраймасӑр асапланчӗ пулин те, ирпе суха патне кайма шут туса, вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ниепле шанӑҫлӑ вырӑн та тупаймасӑр, тӳшек айне чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑна пытарма шанӑҫлӑ вырӑн та хатӗрлемерӗм. Ӑҫта хурас ӗнтӗ?»

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне юриех хатӗрленӗ вырӑн ҫине выртса канма сӗнесшӗнччӗ, лешӗ кӗтмен ҫӗртен тухса кайма шут тунипе пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех