Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вырӑнта юпа пек хытса тӑраканскере ӑс-тӑн пырса кӗчӗ: вӑл хӑйне пулӑшма чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫӳлте, пӗлӗт сирӗлнӗ вырӑнта, ҫӑлтӑрсем курӑна-курӑна каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫав шӑплӑхра пӗр вырӑнта тӑракан трактор двигателӗн хӑрӑлти сасси илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӑшӑхланнӑ вырӑнта ҫитӗнекен хӑмӑшӑн вӑрлӑх пуҫӗ хура-хӑмӑр бархат пек курӑнать, ӑна аса илтерет …

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Е тата юханшыв хӗрринче хӑмӑшлӑ вырӑнта: «Шывӗ йӑлтӑр таса, ӑшӑ, кӗрсе тухар мар-и?

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Иккӗн, картлашкапа чӑнкӑ ҫырантан анса, шывран аякра мар йывӑҫлӑ-курӑклӑ вырӑнта чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Малтанласа Вӗҫелис та тӗреклӗ сывӑ ҫамрӑк арҫын вун-вун ҫул хӗрарӑмсем ҫеҫ ӗҫленӗ вырӑнта — корректорта ларнӑшӑн тӗлӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫак вырӑнта, акӑ, редакци секретарӗ палӑртнӑ пек линейка мар, урӑххине лартать, ҫӗнӗлӗх кӗртсе калӑплать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Иртнӗ ҫул, — пуҫларӗ сӑмахне Алексей, — ҫав ҫурта тунӑ ҫӗре кӗмелли-тухмалли вырӑнта ҫӗнӗ хуралҫӑ ӗҫлеме пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сан вырӑнта пулсан ҫӑвар уҫман пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Вырӑнта», — хуравларӗ лешӗ хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сирӗн вырӑнта пулсан тупатӑпах.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лешӗ, хӑш-хӑш вырӑнта тӑрса, ҫӗклекен кранӑн стрели куҫнине сӑнаса, ӳкесрен хӑраса, аллине карлӑкран вӗҫертмесӗр васкамасӑр утать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пулас ҫуртӑн хутпа хут хушшинчи люксен хупӑлчисем «тупӑнчӗҫ», сварщиксем ӗҫлекен вырӑнта хӑрушсӑрлӑх сеткисем карӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вокзалсемпе ҫуртсем, заводсен корпусӗсем хыҫӗнче, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑнта — университет корпусӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кантӑк пулмалли вырӑнта сулахай енче хӗрӗх пиллӗк тесе палӑртни пур.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройка пуҫлӑхӗ вырӑнта пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑна кӗрсе ҫӳрекен вырӑнта Иринӑна аслӑ ҫулсенчи ҫӳллӗ мар арҫын, юттисене кунта кӗме юраманни ҫинчен асӑрхаттарса, тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑтам пайӗнчи хӗрес тӗлӗнче, тӗп нефпа трансепт хӗресленнӗ вырӑнта, 96 метр ҫӳллӗш тата 22 метр диаметрлӑ капмар купол вырнаҫнӑ.

Над средокрестием, местом пересечения главного нефа и трансепта, расположен массивный купол высотой 96 метров и диаметром 22 метра.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта вӑхӑта сахалрах ирттерме тӑрӑшӑр.

Старайтесь, как можно меньше, времени проводить среди массового скопления людей.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех