Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянине (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи театр ҫурчӗ патӗнчен иртсе пынӑ май, 1921 ҫулта, гастроле килсен, унта Луначарскин «Король сухалне хыраканӗ» спектакльте вылянине аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсир вылянине те курсаччӗ «Ампир» театрта хам Хусанта ӗҫленӗ чух…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл вылянине Литвинов чылай тиркерӗ, оркестрпа пӗрле каланӑ чух дирижер хыҫҫӑн пымалла, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте оркестра чарса тӑмалла мар терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халь кӑна Слуцкий вылянине итлерӗм.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйӑха яхӑн Шупашкарта пурӑнни Эльгеевпа Данилова чӑннипех савӑнтарчӗ: куракансем вӗсем вылянине юратса пӑхрӗҫ, анчах юлашки спектакльте никам кӗтмен япала пулса иртрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эп сире театрта вылянине пӗрре курнӑччӗ Хусанта…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнпа куракансем вӑл ӗлӗк «Ревизорти» Городничий монологне епле хӗрсе вылянине аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӗре ҫунать-ҫке — мӗн тӑвас?» — шухӑшларӗ Ева Павлуш вылянине вырӑнтан сикмесӗр итлесе тӑнӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тrеs bien!.. — терӗ Аля, Эльгеев вылянине ырласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Санӑн аллусем вылянине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш пӳлӗме кӗмесӗр Соня вылянине чылайччен итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачасем юрла-юрла вылянине курма Киремет сӑртне ялйыш ватти-вӗттипех пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Маркка пичче те пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн пит пӑшӑрханнӑ: пысӑк укҫалла вылянине хӑй ӗмӗрӗнче курманскер, ҫапӑҫса кайса пӗр-пӗрне инкек тӑвасран шикленсе, вӑл Эльгеева кайса систернӗ: сехет таврашне выляса яма пуҫлани — пӗр-пӗрне хӗнесе тӑвасси патне те илсе пыма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Детрей ӑнӑҫӑвне курса вӑл ӑсталӑхне туллин сарса хучӗ, кӗҫех лейтенант артистпа вылянине ҫирӗплетрӗ.

Видя успех Детрея, он развернул свое искусство полностью, и лейтенант убедился, что играет с артистом.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ман курас килмест-им савнӑ ывӑл Шыв ҫинче ишсе вылянине?

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Пек хӗрӗн пиҫӗ ҫурӑмне, йывӑр ҫивӗтне, сӗлкӗшрех куҫӗсене тата пӗчӗк, вӑйлӑ аллисене сӑнаса тӑрать — вӑлтасӑр пулӑҫ хӑвӑрт юхакан шывра форель вылянине пӑхнӑ евӗр.

Он смотрел на ее гибкую спину, тяжелые волосы, замкнувшиеся глаза и маленькие, сильные руки. Так, как смотрит рыбак без удочки на игру форели в быстром ключе.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Сывлӑх тӗлӗшпе ахаль те хавшаса ҫитнӗ Давид казармӑра ҫил вылянине пула чирлемеллипех чирлесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман шутпа, Лапута текен сӑмах вӑл лапаутед текен сӑмах пулать: лап тени хӗвел шевлисем тинӗс ҫийӗнче вылянине, аутед сӑмах ҫунат тенине пӗлтерет.

По-моему, Лапута есть не что иное, как лапаутед: лап означает игру солнечных лучей на поверхности моря, аутед — крыло.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫутҫанталӑк вӑйӗ ҫапла ӑнсӑртран вылянине тавҫӑрсан, мӗн калӗччӗҫ-ши вӗсем?

Что сказали бы они, если бы увидали, что строили на песке и что во всем царит слепая, случайная игра сил природы!

Астероидсен тӑрӑхӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Сӑмах май вӑл мана хӑй хӑшпӗр чухне кӳршӗри помещиксем патне ҫӳренине, хулана хӑнана кайнине, преферанс вылянине тата столицӑри ҫынсене палланине каласа пачӗ.

Между прочим, он мне дал заметить, что посещает иногда соседних помещиков, и в город ездит в гости, и в преферанс играет и с столичными людьми знается.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех