Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылякан сăмах пирĕн базăра пур.
вылякан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Биш бүләк» этномастерскойӗнче пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ, вӑл талантлӑ вылякан, ывӑнма пӗлмесӗр пултараканскер, тӗнче виртуоз-кубызист Миндигафур Миндиахметович Зайнетдинов ирттернипе пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа — выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3270489

Чӑваш Ен ушкӑнӗшӗн вылякан Демид Чурбанов ҫине-ҫине голл кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Судьясемпе тренерсем Ксения Ефимовӑна чи лайӑх вылякан тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

«Хӑйне курса ларакансӑр вылякан актер вӑл — ҫул тарӑх чупакан самолет, пурте йӗркеллех пулни те, вӑл автомобиль пек ҫӗр ҫийӗн чупать. Куракансем театра пырсан вара — актерӑн ҫунатсем ҫитӗнеҫҫӗ те — ҫав самолет сывлӑша вӗҫсе ҫӗкленет!» — тенӗ А. Д. Попов.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр культури, театр профессионалӗсен ӑсталӑхӗ кино валли те, телевидени валли те, хӑйсем тӗллӗн вылякан валли те ӳссе аталанма кирлӗ услови пулнӑ, малашне те ҫаплах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл, шурӑ кӗпине шӑлавар ҫинчен кӑларса янӑскер, капан тӑрринче улӑп пек мӑнаҫлӑн тӑрать, аялтан йӑтса паракан утӑ ҫӗклемӗсене аллинче вӑльт-вӑльт вылякан кӗске авӑрлӑ сенӗкпе майлаштара-майлаштара хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тулта вылякан Кирукпа Санюк та часах пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ пирӗн ҫӗмӗртсем, эпир вылякан площадь, хӳме, пирӗн пысӑк ҫурт!

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мана пурте выляттарасшӑн: «Санран лайӑх вылякан пулмасть. Эс лайӑх выляса кӑтартсан, ачасем ҫак ача пек пулас мар тесе тӑрӑшӗҫ», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шакӑлла унтан лайӑх вылякан ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Акӑ, картла вылякан, эрех ӗҫекен, сутӑнчӑк хӗрарӑмсемпе явӑҫакан каччӑпа туслашни мӗне пӗлтерет?

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ӳсӗмре Вӑрнар каччи Данил Волков «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

Ӑста вылякан команда йышӗнче – Валерия Воробьева, Анастасия Александрова, Мария Путряшова тата Светлана Трофимова.

Куҫарса пулӑш

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Шел те, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов лартнӑ спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина вылякан сӑнарӑн «Жил, как говорил» тенипе ҫырлахма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Савӑнса вылякан ачасем ашшӗне курсанах шӑп пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи айккинче вылякан Катя хӑвасем витӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сергей Васильевич хӑй вылякан пӗр спектакльти тӗп роль пирки каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Малтан ашшӗ-амӑшне, ҫывӑх тӑванӗсене, хӑйпе вылякан тусне.

Сначала родителей, близких родственников, друзей…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Футбол — спорт вӑййи, хирӗҫле вылякан командӑн хапхине пӗтӗм ӳт-пӳ пайӗсемпе хускалса, алӑсемсӗр сӑран мечӗке тапса кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Тусан ҫинче вылякан ача-пӑча, чӑх ушкӑнӗ пек, ана ҫинелле пӗрхӗнет.

Возившиеся в пыли ребятишки шарахнулись с дороги в стороны, словно вспугнутые куры.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех